Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ сезонран çӗнӗ çӗрте, çӗнӗлле вылӗç

К.Тинчурин ячӗллӗ театр адресне те, тӗп режиссерне те улăштарать


 
Йывăçсен çулçисем саралма пуçланипе пӗрлех театр артисчӗсем сцена çине таврăнаççӗ. Август уйăхӗнче театрсен çӗнӗ сезон уçăлать. Куракансем çак вăхăта хумханса кӗтеççӗ – афишăсенче çӗнӗ спектакльсен, çӗнӗ артистсен, çӗнӗ режиссерсен ячӗсем курăнаççӗ (кашни театртах пулмасан та). Театр çӗнӗ сезона çӗнӗ адреспа уçнă тӗслӗх пурнăçра сайра тӗл пулать.
 
 Хусанти Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗ те хăйӗн çӗнӗ çуртне сезон пынă вăхăтра куçрӗ. К.Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗпе пулса иртекен ӗçсене кулленхи улшăнусем тееймӗн, иртнӗ сезон вӗçленнӗ чух çакăн пирки куракан шутламан та. Апла пулин те 2025 çулхи августăн 8-мӗшӗнче ТР Çӗр тата пурлăх хутшăнăвӗсен министерствин йышăнăвӗпе К.Тинчурин театрӗн Горький урамӗнчи 13-мӗш çуртран Тутарстан урамӗнчи 1-мӗш çурта (Камал театрӗн кивӗ çурчӗ) куçмалла çӗнӗ сезонран. Театрсен историне кăшт аса илсен, халиччен те К.Тинчурин театрӗ Г. Камал театрӗн çуртӗнчех тăнă, унччен хăйӗн çурчӗ пулман.
Çакăнпа пӗрлех (ăнсăртран çапла килсе тухнă-ши?) театрăн тӗп режиссерӗ те улшăнать. 2021 çултанпа Туфан Имамутдинов пулчӗ Тинчурин театрӗпе. Хусанти Вырăс çамрăксен театрӗнче çичӗ çул тӗп режиссер пулса ӗçленӗскер, хăйӗн ӗçне аван пӗлнӗ çеç мар, театрăн кураканне мӗнле спектакльсем кирлине, малашнехи аталанăвне ăнăçлă палăртнă. Шăп çак çулсенче драмăпа комеди театрӗ творчествăлла экспериментсен енӗпе те (тӗслӗхрен, «Кара пулат» (авторӗ Э.Низамов) оперăнах илер), фестивальсене хутшăнассипе те, ытти театрсенчен (Пушкăртстан режиссерӗсем, тӗслӗхрен, пӗр постановка çеç лартман) театр пӗр вырăнта тăманнине, тăрăшсах аталаннине кăтартать. Вăл Тинчурин театрӗн труппине сыхласа хăварма пултарнă. 
92-мӗш сезонта театрăн çӗнӗ тӗп режиссер пулать. Питӗ пултаруллă Айдар Заббаров çамрăк,  ăна тутар театрӗн ăстисем «генилле режиссер» теççӗ. Халиччен вăл Г.Камал театрӗнче ӗçлетчӗ. Нумай пулмасть 34 çул тултарнă режиссерăн ӗç опычӗ пысăк. А.Заббаров Мускавра (тӗслӗхрен, «Современник», А.П.Чехов ячӗллӗ МХТ, Е.Вахтангов театрӗсем), Санкт-Петербургра (Ленсовет ячӗллӗ Академи театрӗ) спектакльсем лартса «вăй илнӗ». 2023 çулта РФ Президенчӗн çамрăк культура ӗçченӗсен премине илме тивӗç пулнă. 
Паллах, паян Хусанти тутар театрӗсемпе пулса иртекен ӗçсем – пысăк пулăм. К.Тинчурин ячӗллӗ театр историйӗнче çеç мар, тутар театр историйӗнче çӗнӗ çаврăм пуçланассине систерекен паллă пуласси пирки кăшт та иккӗленмелле мар. 
Иртнӗ эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире икӗ тӗп режиссер – каякан Туфан Имамутдинов, килекен Айдар Заббаров, К.Тинчурин ячӗллӗ театрăн директорӗ Фанис Мусагитов, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова тата ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин хутшăнчӗç. Унта Айдар Заббаров çӗнӗ ӗç вырăнӗпе çыхăннă шухăшӗсене пӗлтерчӗ, репертуар пирки «вăрттăнлăх чаршавне» кăшт сирчӗ. 
Çӗнӗ режиссер сентябрӗн 1-мӗшӗнчен туллин ӗçлеме пуçлать. Тинчурин театрӗ Тутарстан урамне куçнă чух та вăл пӗлтерӗшлӗ йышăнусем тăвӗ – Горький урамӗнчи театртан мӗнле спектакльсене репертуартан кăларассине, хăшӗсене çӗнӗ çӗре илессине вăл палăртӗ. Тутарстан урамӗнчи пӗрремӗш спектакле тинчуринсем октябрӗн 10-мӗшӗнче лартма йышăннă та ӗнтӗ. 
Ӳлӗм театр ӗçне çӗнӗ тӗп режиссер çӗршыври ятлă-сумлă, интереслӗ режиссерсене явăçтарасшăн. Хальлӗхе сăмах мультижанрта ӗçлекен Руслан Риманас клоун пирки çеç сăмах пырать-ха. Çакна Заббаров пысăк сцена ăстисене пысăк гонорар тӳлессипе çыхăнтарчӗ, паянхи кун театр çакна тума вăйсăртарах-ха. Сăмах театр бюджечӗ пирки пырать, патшалăх, республика укçа уйăрасси çинчен мар. Сцена ӗçченӗсем юлашки çулсенче театрсене аталанма сахал мар укçа уйăрнине «ун пекки нихăçан пулман» тесе савăнăçне пытармарӗç.
Туфан Имамутдинова мӗнле шăпа кӗтет? Режиссера академилле театрта ӗçлеме тăкăсрах иккен. Ытларах творчество лабораторийӗсемпе мӗн-тӗр çӗннине лартма кăсăкрах. Кун пек опыт пур унăн, Элметре ГИТИСра вӗреннӗ тутар режиссерӗсен «Аркадаш» пултарулăх пӗрлешӗвне йӗркеленине те аса илмелле. Хусанти «Моn» творчество площадки никӗсленнӗ вăхăтра унăн кураторӗсенчен пӗри шăпах Т.Имамутдинов пулнă. Казахстанпа та килӗштерсе ӗçлет теççӗ Имамутдинов пирки. 
К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗ сентябрӗн 2-мӗшӗнче «Йөрәккә дә ремонт кирәк!..» («Сердце в рассрочку») (режиссерӗ ПР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ З.Сулейманов) спектакльпе 92-мӗш театр сезонне уçать. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА
 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр