Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи çĕнĕлĕхсем

Сисмерӗмӗр те, çуллахи каникул вӗçленчӗ. Ачасем паянтан шкула кайрӗç. Çӗнӗ 2023 – 2024 вӗренӳ çулӗнче шкулта вӗренекенсене мӗн çӗнни кӗтет-ха?

Пӗрлехи вӗренӳ программисем. Кашни предметпа хатӗрленӗ ӗç программисене Федераллă тӗп вӗрентӳ программисен (ФООП) йышне кӗртмелли пирки приказсем хатӗрленӗ. Анчах çӗнӗ программăпа хатӗрленӗ вӗренӳ кӗнекисем, историсӗр пуçне, хальлӗхе çук-ха, кăларма кăна хатӗрленеççӗ. 

10-мӗш тата 11-мӗш классем валли историн çӗнӗ учебникӗсем. 10-мӗш класс кӗнекин виççӗмӗш пайне халӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине халалланă, 11-мӗш класс учебникӗнче вара Крымпа Севастополь Раççейпе пӗрлешни, ятарлă çар операцийӗ, çӗнӗ регионсем тата паттăрсем пирки сыпăксем кӗнӗ. 

Кӗмӗл медальсем. Шкул пӗтерекенсене вӗренӳре çитӗнӳсем тунăшăн кӗмӗл медальсем пама пуçлаççӗ. 

Профориентаци занятийӗсем. Эрнере пӗрре ирттерме пуçлаççӗ. Кашни шкул профминимума пурнăçлассин пӗр шайне суйласа илет. 6 – 11-мӗш классенче кашни эрнере кӗçнерникунсерен «Россия – мои горизонты» профориентаци занятийӗсем пулаççӗ.

Ӗç воспитанийӗ. Халӗ ачасене шкулта çул ӳсӗмне кура пӗр-пӗр ӗç пурнăçлаттарма ашшӗ-амăшӗ ирӗк пани кирлӗ мар. 

Пӗтӗм Раççейри тӗрӗслев ӗçӗсенчи (ВПР) улшăнусем. Тӗрӗслев ӗçӗсен вăхăтне пӗр урок таран чакарнă. Вӗсене компьютер урлă пурнăçлӗç. Çакă объективлăрах результатсем парать-мӗн.

Коррупципе кӗрешме вӗрентекен уроксем. Çак темăпа учительсем обществознани, истори тата литература урокӗсенче пӗлӳ парӗç ачасене. 

Тӳлевсӗр спорт секцийӗсем. Шкулти спорт площадкисене, бассейнсене тата спортзалсене пурте çӳреме пултармалла тăваççӗ. Уроксем хыççăн е каçпа унта ашшӗ-амăшӗ, аслашшӗ-асламăшсем ачисемпе килсе спортпа аппаланма пултарччăр. 

ОБЖ предмечӗн ячӗ улшăнни. Малашне вăл «Тăван çӗршыв хăрушсăрлăхӗн тата хӳтлӗхӗн никӗсӗ» ятлă пулать. Çӗнӗ курс шкулсенче 2024 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен хута каять.

Мигрантсем валли вырăс чӗлхи урокӗсен шутне ӳстерни. Çакă 2021 çултанпа Раççейри шкулсенче ют çӗршывран куçса килнӗ граждансен ачисен шучӗ ӳснипе çыхăннă.

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА хатӗрленӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование