«Çӗнтерӳ поезчӗ» Хусана килет!
Çӗнӗ хыпарсем

«Çӗнтерӳ поезчӗ» Хусана килет!

Мартăн 8-мӗшӗнчен пуçласа 10-мӗшӗччен Тутарстанăн тӗп хулинче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин вăхăтне сăнлакан «Çӗнтерӳ поезчӗ» экспозици ӗçлет. Кун пирки «Татар-информра» ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров пӗлтерчӗ.

«Мартăн 8-мӗшӗнчен пуçласа 10-мӗшӗччен «Çӗнтерӳ поезчӗ» курав «Казань-1» чукун çул вокзалӗнче вырнаçать, 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен ӗçлет. Çак уникаллă экспозицие курма кăмăл тăвакансене пурне те йыхравлатпăр. Вакунсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи картинăсене курма пулать», – пӗлтерчӗ министр.

Курава çитсе курас тесен поездпобеды.рф  сайтра заявка тултармалла. Хусан хыççăн поезд Çырчаллине çитет, унта экспозицие мартăн 11–14-мӗшӗсенче çитсе курма пулать.


общество минмолодежи поезд победы

Нет комментариев