Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче «Пурнăç йывăççи» проект

Пӗтӗм Раççейри наци хутшăнăвӗсен сферинчи чи лайăх практикăсен VII конкурсне пӗтӗмлетрӗç. Çӗнтерӳçӗсен шутӗнче 25 организаци.

Эксперт комиссийӗ Раççейӗн 68 регионӗнчен 573 заявка пăхса тухнă. Тутарстанран конкурса 35 заявка килнӗ, иккӗшӗ çӗнтерӳçӗ пулса тăнă. Вӗсенчен пӗри – Хусан мэрийӗ пуçарса янă «Пурнăç йывăççи» проект. Вăл 2022 çултанпа ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхине упраса хăварас енӗпе ӗçлекен комисси тӗрев панипе пурнăçланать. Асăннă проектсăр пуçне конкурсра Нурлат районӗ тăратнă «Нумай сăнлă Нурлат» проект çӗнтерӳçӗ ята тивӗçнӗ.

Йӗркелӳçӗсем çӗнтерӳçӗсене Мускава ноябрь уйăхӗнче Пӗтӗм Раççейри VI «Этнокультура секторӗн çирӗп аталанăвӗ» конференцине хăйсен проекчӗсемпе паллаштарма чӗнеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: многонациональность проекты