Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНТЕРӖВЕ ÇЫВХАРТНĂ

Аслă Çӗнтерӳ кунӗ çывхарнă май паян вулакана Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешпе паллаштарас килет. 78 çул иртсен те манăçмаççӗ унăн паттăрлăхӗсем.

Аслă Çӗнтерӳ кунӗ çывхарнă май паян вулакана Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешпе паллаштарас килет. 78 çул иртсен те манăçмаççӗ унăн паттăрлăхӗсем.

Алексей Иванович Карсаков 1926 çулхи нарăсăн 15-мӗшӗнче Çӗнӗ Упи (Çӗпрел районӗ) ялӗнче çуралнă. Çӗнӗ Упири пуçламăш, Упири çичӗ çуллăх, Хурăнвар Шăхаль шкулӗсенче вӗреннӗ. Унтан пӗр çул Теччӗри ял хуçалăх шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Ӗç çулне В.И.Чапаев ячӗллӗ колхозра пуçланă.

1943 çулта фронта кайнă. Японие хирӗç çапăçусене хутшăннă, 38191-мӗш çар чаçӗн рядовой пулеметчикӗ (1946 – 1948) пулнă. Çар хӗсметӗнчен 1949 çулта сывлăхӗ хавшанине пула таврăннă. Алексей Карсакова çапăçури паллă  ӗçсемшӗн «Японие çӗнтернӗшӗн» медальпе (1945) тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗпе наградăланă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче кладовщикре, ферма учетчикӗнче, уй-хир бригадин бригадирӗнче ӗçленӗ. 1959 çултан пуçласа тивӗçлӗ канăва тухиччен колхозри улма сад-пахчин  бригадирӗнче ӗçленӗ.

Ӗçри çитӗнӳсемшӗн Алексей Ивановича Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе (1971), «Пӗтӗм Союзри ял хуçалăх куравӗ» медальпе (1958), икӗ хутчен  «Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи» (1971, 1973) паллăпа чысланă.

Мăшăрӗпе Надежда Егоровнăпа 7 ача – Петр, Валя, Нина, Галя, Анатолий, Юрий, Людмила – çуратса ӳстернӗ. Ачисем Ульяновск  хулинче, Людмила вара Чăнлă поселокӗнче тӗпленнӗ. Тӗп çуртра çуллахи вăхăтра ывăлӗ Петр кун кунлать, пахча çимӗç çитӗнтерет.

Паянхи куна Упи ял хутлăхӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине  хутшăннисем юлман, тыл ӗçченӗсем те çулсерен сахалланса пыраççӗ. Çӗршывăн Аслă Çӗнтерӗве çывхартнă мухтавлă ывăл-хӗрӗсен ячӗсем  çитӗнекен ăрăвăн асӗнче ӗмӗрлӗхе упранӗç. Тавах вӗсене пире тăнăç пурнăç парнеленӗшӗн.

Юрий АДЪЮТАНТОВ. (Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы