Cоциаллӑ ипотека хваттерӗсен хакӗ самай йӳнерех
Программа условийӗсем тӑрӑх, мӑшӑртан пӗри 36 ҫултан ҫамрӑкрах пулмалла
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пуҫарнӑ ҫамрӑк ҫемьесене социаллӑ ипотека парас ҫӗнӗ программӑпа 41 ҫемье хваттер илнӗ.
Тутарстан ертӳҫи ҫак программа ҫинчен кӑҫал июль уйӑхӗнче пӗлтерчӗ. Унтанпа республикӑри 2640 ҫемье вырӑнти исполкомсене учёта тӑратма документсем панӑ. Вӗсенчен 223-шне Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн Реестрне кӗртнӗ.
Хваттерсене парассипе Элмет районӗ малта пырать, унта 19 ҫемье ҫӗнӗ хваттерсен уҫҫисене илнӗ, 52 ҫемьене учёта тӑратнӑ.
Иккӗмӗш вырӑнта Хусан пырать. Кунта 7 ҫемьене хваттер панӑ, 53 ҫемьене учёта тӑратнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Анат Кама пырать, унта 5 ҫемье ҫӗнӗ хваттерлӗ пулса тӑнӑ, 40-шӗ учёта тӑнӑ.
Программа условийӗсем тӑрӑх, мӑшӑртан пӗри 36 ҫултан ҫамрӑкрах пулмалла. Ҫӗнӗ ипотекӑпа пӗччен ача пӑхса ӳстерекен аннесем те пултараҫҫӗ. Заявитель Тутарстанра ӗҫлемелле тата пропискӑра тӑмалла.
Социаллӑ ипотекӑна 28,5 ҫула 7% параҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра ҫемьере ача ҫуралсан, патшалӑх 200 пин тенкӗ субсидии парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев