Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел каччисем çарта

Пăва тата Çӗпрел районӗсен çар комиссарӗ Радик Тухфатуллин Свердловск облаçӗнчи 31612-мӗш çар чаçӗнче хӗсмет иртекен Çӗпрел район каччисем патӗнче пулнă.

Çак кунсенче Пăва тата Çӗпрел районӗсен çар комиссарӗ Радик Тухфатуллин Свердловск облаçӗнчи 31612-мӗш çар чаçӗнче хӗсмет иртекен Çӗпрел район каччисем патӗнче пулнине хыпаралать район сайчӗ. Хальхи вăхăтра кунта Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Вадим Макаров, Кӗçӗн Аксури Алексей Волков, Вăрманай Шăхалӗнчи Олег Ильбеев, Куршанкă Шăхалӗнчи Станислав Семенов, Кивӗ Çӗпрелӗнчи Ленар Хуснутдинов, Аслă Чăнлăри Радик Миначев, Кивӗ Кахăрлăри Ильшат Хусаинов, Кивӗ Шемӗршелӗнчи Алмаз Валиуллов службăра тăраççӗ. Вӗсем пурте çара кăçал çуркунне кайнă.

Çар комиссарӗ ентешсемпе тӗл пулнисӗр пуçне вӗсен пурăнмалли условийӗсемпе паллашнă, шефла çыхăнусене малалла аталантарасси пирки часть командованийӗпе сӳтсе явнă. Шанатпăр, амăшӗсен ывăлӗсемшӗн пăшăрханма сăлтав çук, пӗрремӗшӗнчен, çарти каччăсем район тимлӗхӗнче. Иккӗмӗшӗнчен, пӗр районти çакăн чухлӗ каччă пӗр чаçе лекни -телей, пӗрле вӗсене нимӗн те хăрушă мар. ( Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: армия