Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи Мария Петровна Шуркина 104 тултарчӗ!

104 çултине пăхмасăр Марье кинеми хаçата куçлăхсăрах вулать-ха, телевизорпа В.Путин калаçасса кӗтсе кăна тăрать. Хăйех такмаксем шухăшласа кăларса хăйех юрлать.

Çӗпрел районӗн чи вăрăм ӗмӗрлӗ çыннисенчен пӗри Мария Петровна Шуркина ноябрӗн 3-мӗшӗнче хăйӗн 104 çулне паллă турӗ. 1921 çулхине çак районти Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă вăл. Хăймалу ялне Иван Петрович Кузьмина качча тухнăскер, ӗмӗрне çак пӗчӗк ялта ӗмӗрленӗ. Хальхи вăхăтра Чăваш Çӗпрелӗнче хӗрӗ Галина Ивановна Кудрявцева (педагогика ветеранӗ) патӗнче пурăнать.

Ӗмӗр урлă каçнă Мария Петровна хура-шурне сахал мар курнă. Ача чухнех çемйине кулак тесе айăпланă хыççăн кӗçӗннисемшӗн тӗрев пулма тивнӗ. 1941 çулхине октябрь уйăхӗнчен пуçласа 1942 çул пуçламăшӗчченех шартлама сивӗсенче шăннă çӗре хирсе окоп чавнă. Вăрман та каснă, колхоз хирӗнчен кӗмесӗр ырми-канми тăрăшнă. Чăтма çук йывăр вăхăчӗсем пурнăçӗнче сахал мар пулсан та, телейлӗ вăл. Мăшăрӗпе Иван Петровичпа 7 ача çуратса ӳстернӗ. Сăмах май, аслă ывăлӗ Петр Иванович çак кунсенче 77 çул тултарчӗ.

Мария Петровнăн 10 мăнук, 16 кӗçӗн мăнук халӗ. Йăмăкӗ Дария Петровна Ларионова та сывă-ха, çак кунсенче вăл та хăйӗн 97-мӗш çуралнă кунне паллă тума хатӗрленет.

Мария Петровнăн утарӗнчи вӗлле хурчӗсем те хăй пекех маттур çав, пысăк çемьене кашни çул тутлă пылпа савăнтараççӗ. Мария Петровна хăйӗн вăрăм та телейлӗ пурнăç вăрттăнлăхӗ  мӗнре тесе ыйтсан, ялан ырă шанăçпа пурăнни тата тăрăшуллă ӗç тесе хуравлать. Хисеплӗ чăваш хӗрарăмне, Мария Петрвна Шуркинăна, эпир те çуралнă кунпа ăшшăн саламласа сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр. Турă пиллесе панă çулу малашне те тумхахсăр та вăрăм пултăр! (М.Кудрявцева сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

9

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество