Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрелсем Наталья Синдюковăна ырă кăмăллă тухтăр пулнăшăн хисеплеççӗ

Районти тӗп больницăра та анестезиолог-реаниматологсем çитмеççӗ халӗ. Çавăнпа вӗсен талăк вăхăтне пăхмасăр, тепӗр чух канмалли кунсемсӗр, ӗçлеме тивет. Наталья Андриановна та акă хуть хăçан та çыхăнура, район çыннисене ялан пулăшма хатӗр.

Наталья Синдюкова Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел шкулӗнче вӗреннӗ вăхăтра юрист пулма ӗмӗтленнине пăхмасăр медицина ӗçченӗн профессине суйланă. «Çемье династине малалла тăсас килет манăн, тухтăр пулатăп», – тенӗ вăл. Ял-йыш хисеплекен медицина ӗçченӗсем çемьере пурри, вӗсен ӗçне курса ӳсни те хистенӗ-ха ӗнтӗ çамрăк хӗре ку профессие суйлама. Вӗренӳре лайăх ӗлкӗрсе пынă, çитӗнӳсем тунă Наталья шкул пӗтернӗ хыççăн ăнăçлă экзаменсем тытса Ульяновск патшалăх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Малалла ординатурăна Хусанти медицина академийӗнче иртет. Кунта 2016 – 2018 çулсенче анестезиолог-реаниматолог специальноçа алла илет.

Хирурги реанимацийӗнче ӗçлесси медицина ӗçченӗнчен тарăн пӗлӳ кăна мар, çирӗп кăмăлпа лăпкăлăх та ыйтать. Пациентсемшӗн çав тери пысăк пӗлтерӗшлӗ ку. 2024 çулхи октябрь уйăхӗнчен пуçласа çулталăк 2025 çулхи октябрьччен, Наталья Андриановна Хусанти М. Н. Садыков ячӗллӗ 7-мӗш клиника больницинче (экстренлă пулăшу паракан центр) ӗçлесе профессилле ăсталăхне ӳстерет.

Районти тӗп больницăра та анестезиолог-реаниматологсем çитмеççӗ халӗ. Çавăнпа вӗсен талăк вăхăтне пăхмасăр, тепӗр чух канмалли кунсемсӗр, ӗçлеме тивет. Наталья Андриановна та акă хуть хăçан та çыхăнура, район çыннисене ялан пулăшма хатӗр. Реанимацие пациентсем операцисем хыççăн кăна мар, наркăмăшланнипе те, çул-йӗр инкекӗсене пула та тата ытти сăлтавпа лекеççӗ вӗт. Реаниматолог-тухтăрăн этемӗн пурнăçӗпе вилӗмӗ хушшинче тăма тивнӗрен вӗсене нумай чухне леш тӗнчене ăсатса яракан ангел вырăннех хуратпăр. «Хамăрăн пациентсен куçне ӗмӗрлӗхех эпир хупатпăр... Хăвăнтан мӗн килнине йăлтах тусан та, пациентсене çухатни вăл кашнинче чун ыратăвӗ», – профессин кăткăслăхӗпе эмоци нагрузки мӗнле пысăккине палăртать Наталья Синдюкова.

(Рашит ФАТХУЛЛОВ.Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество