Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖПРЕЛӖНЧЕ СӖТ-ÇУ ЗАВОЧӖ УÇĂЛЧӖ

Çӗпрел районӗнче 90-мӗш çулсенче те, халӗ те выльăх-чӗрлӗх ӗрчетме пăрахман район, анчах сӗте тирпейлеме чарăннă. Çавăнпа пухнă сӗте хальччен Ӗшӗлвар хулинчи сӗт  тирпейлекен комбината ăсатса тăнă, халăхран кӳршӗллӗ Чăваш Ен килсе пуçтарнă пулсан, малашне чӗртавар района хăйне кирлӗ, çитменнине сахал та мар. Мӗншӗн тесен икӗ эрне каялла район центрӗнче сӗт-çу завочӗ ӗçлеме тытăннă. «Молочный дом ИСТОК» ятпа услам çу, хăйма, турăх, тăпăрч, йогурт тата ыттине кăларма пуçлаççӗ.

Пӗр тонна çу (72,5 процентли) валли кăна пурӗ 22 тонна сӗт кирлӗ. Завод вара çулталăкне 5,8 пин тонна продукци кăларма планлать. Ассортимент та паллă: услам çусăр пуçне тата 8 тӗрлӗ сӗт юр-варӗ, çав шутра хăйма, турăх, йогурт, тăпăрч тата ытти. Бренд «Молочный дом ИСТОК» та хатӗр, çирӗплетмелли юлашки ӗçсем пыраççӗ.

Завод хальхи вăхăтра пӗрремӗш утăмсем кăна тăвать-ха, 72,5 процентлă услам çăвăн пӗрремӗш партине кăларнă, хальхи вăхăтра сертификаци процесӗ пырать. Патшалăх стандарчӗпе хатӗрлекенскерӗн пахалăхӗ те, техӗмлӗхӗ те унчченхи сӗт-çу заводӗннинчен кая мар. Çӗпрел продукцийӗн тутине район халăхӗ кăна мар, Ульяновск, Чӗмпӗр, Тольятти, Раççейри ытти регионсенче те аван астăваççӗ-ха. Опычӗ пысăк ку енӗпе районăн, 70-мӗш çулсенче Кивӗ Çӗпрел, Упи, Мучелей, Аслă Аксу, Кивӗ Шемӗршел ялӗсенче сӗт-çу завочӗсем пулнă. 90-мӗш çулсем тӗлне Кивӗ Çӗпрел ялӗнче кăна юлнă, каярах вăл та хупăннă. 

2018 çулта йӗркеленнӗ «Исток» кооператив (учредителӗ, правлени председателӗ Феркат Шигапов) сӗт-çу завочӗн строительствине çулталăк çурă каялла пуçланă. Пӗтӗмӗшле 70 миллион тенке ларнă вăл. Çак суммăран çурри грант укçи. Производство валли кирли веçех пур: оборудовани, лаборатори, холодильник...  Палăртса хăвармалла, оборудовани йăлтах хамăр çӗршывра кăларни, апла-тăк малашне запас пайсемпе йывăрлăх пулмалла мар.

Чӗртавара асăннă кооператива кӗнӗ Кивӗ Чукал, Чăваш Паснапуç, Кивӗ Йӗлмелпе Çӗнӗ Йӗлмел, Кахăрлă, Кивӗ Ишлӗ ялӗсенчи харпăр хуçалăхсемпе фермерсенчен (паянхи кун кооперативăн пурӗ 267 пайташ) килограмне 24 тенкӗпе пухаççӗ. Çитес вăхăтра ытти ялсенчи харпăр хуçалăхсемпе фермерсем те кооператива кӗрессе шанаççӗ тата районăн çӗнӗ инвесторӗ «Чистополье» агрохолдинг 1300 пуç ӗне  вырнаçмалăх ферма строительствине пуçланă. 

Завода Айрат Усманов ертсе пырать. Маларах халăхран сӗт пухассипе ӗçленӗскерӗн Кивӗ Кахăрлăра сӗт пухакан пункчӗ те пур. Чăн та, сӗт тирпейлесси уншăн хальлӗхе çӗнӗлӗх-ха, çапах шанатпăр – ӗç каять çӗпрелсен. Мӗншӗн тесен персонала йӗркеленӗ чух чăн малтан унчченхи сӗт-çу заводӗнче ӗçленӗ специалистсене чӗннӗ. Вӗсенчен пӗри Дамира Нуртдинова лаборантка. Хăй каланă тăрăх, аллисем ӗçе манман-ха, çавăнпа çӗнӗ оборудованисемпе ӗçлеме хăнăхмашкăн ăна нумай вăхăт кирлӗ пулман. 

–  Сӗт çулăхне тӗрӗслемелли оборудованисем урăхларахчӗ ун чух, антибиотик пуррипе çуккине тӗрӗслемелли аппаратсем çукчӗ. Икӗ-виçӗ кун ӗçлесе пăхрăм та кăмăла кайрӗ, килӗшрӗм кунта ӗçлеме, – терӗ вăл. Тӗп технолог  Ильшат Яфизов та унчченхи сӗт-çу заводӗнче ӗçленӗ, сӗте тирпейлемелли йӗркене питӗ лайăх пӗлет. Вăл каланă тăрăх, вӗсем ку ӗçе маларах Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи сӗт-çу заводне кайса вӗреннӗ. Коллектив йӗркеленсе çитсен, халӗ унта пурӗ 20 çын ӗçлет, малашне 40-45-ӗн пулмалла, Тутарстанри, ытти регионсенчи сӗт-çу завочӗсене опытпа паллашма, вӗренме кайма палăртнă.

Заводăн планӗсем  пысăк, тулли хăватпа ӗçлемешкӗн чӗртавар кăна çителӗклӗ пултăр. Çӗпрел Ӗçтăвком ертӳçин экономика аталанăвӗ, финанспа ял хуçалăх производстви енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов ку конкуренцие халăхран пухакан сӗтӗн хакне ӳстерсе çӗнтерес шутлине пӗлтерчӗ.

Хатӗр продукцие вырнаçтарассипе рынок шырама тытăннă та ӗнтӗ завод, малашне Раççей шайне тухма тӗллев лартать. Хальхи вăхăтра вырăнти усламçăсем туянма кăмăл тунă. Сӗт юр-варӗн продукцине илме вӗсен ют регионсене каймалла мар халӗ. Çапла майпа район хăйне хăй сӗт-çу продукцийӗпех туллин тивӗçтереет. Кунсăр пуçне çӗнӗ ӗç вырăнӗсем йӗркелет. Çавăнпа сӗт тирпейлекен завод уçăлнă хыпара халăх савăнса йышăнать.  (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство