Çӗпрелӗнчи Упи ял хӗрачи «Сувар» хаçата Мускава та хăйпе пӗрле илнӗ
Хаçата вулакансем унпа çулӳревре те уйрăласшăн мар. 32 çул каялла тухнăскере паян Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче эрнесерен тăвана кӗтнӗ пек кӗтеççӗ.
«Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа кăçалхи август уйăхӗнче 32 çул пулчӗ. Çак çулсем хушшинче вăл чăваш тӗнчинче авторитетлă кăларăм пулса тăчӗ. Хăй вăхăтӗнче ăна Беларусь чăвашӗсем те çырăнса илетчӗç. Ют çӗршывра пурăнакансем патне те çитнӗ хаçатăмăр, океан урлă каçса Америка таранах.
Вулаканăмăрсем паян Мускавра, Санкт-Петербургра, Киров хулинче пур. Чăваш Енре, Ульяновск облаçӗнче, Пушкăртстанра та кӗтеççӗ эрнесерен хаçатăмăра. «Сувара» хăйпе çулçӳреве илекенсем те пур. Çӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекен Елизавета Гаврилова «Сувар» хаçатăн çамрăк тусӗ. Редакци ирттерекен конкурссене тăтăш хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Мускава та акă вăл юратнă хаçата хăйпе илсе кайнă.
Сире те, юратнă вулаканăмăрсем унран тӗслӗх илсе çитес 2026 çулта та пирӗнпе пӗрле пулма чӗнетпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев