Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрелсем фронта черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ леçсе килчӗç

Çӗпрел район волонтерӗсем Альберт Сулеймановпа Ринат Санатуллов тин кăна фронтран хамăр салтаксемпе офицерсем валли черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăннине пӗлтерет «Тăван ен» район хаçачӗ. Чи килӗ хатӗрсемсӗр пуçне хальхинче УАЗ-469 автомобиль те илсе кайнă.

Фронтра салтаксене снарядсем, апат-çимӗç, шыв, аманнисене турттарма техника çав тери кирлине пӗлсен Айдар Мушарапов волонтер хăйӗн УАЗне парнелеме шутланă. Чăн та, фронта илсе кайиччен волонтерсем техникăна малтан хăйсемех лайăх юсанă, запас пайӗсене, кустăрмисене çӗннипе улăштарнă. Запас пайсене туянма вара район халăхӗ укçа пухса панă. (Сăнӳкерчӗк район хаçачӗн сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество