Çӗпӗрте Чӳклеме иртнӗ
Иркутск облаçӗнчи Тайшет районӗнчи Джогино ялӗнче Чӳклеме иртни çинчен «Чуваши Иркутской области» Телеграмм-канал пӗлтерет.
Уявра «Шур Чечек» тата «Хевел» чӑваш ансамблӗсем юрӑсем юрланă, вӑйӑсем выляттарнă, курма килекенсене тутлӑ кукӑльпе, наци апат-çимӗçӗпе сăйланă. Çавӑн пекех авалхи йӑлапа хатӗрленӗ сӑра ӗçтернӗ.
Çамрӑксем те мероприятие хастар хутшӑннӑ, вӗсем аслисенчен вӑйӑ картине тӗрӗс тăрса юрлама вӗреннӗ. «Шур Чечек» ансамбле ертсе пыракан Елена Ивановна Вяткина авалхи йăласем çинчен каласа панă.
«Йывăр вăхăтра та чӑвашсем пӗрле пухӑнса, хӑйсен йӑли-йӗркине сыхласа хăварса уяв иртерни питӗ пӗлтерӗшлӗ», – пӗлтернӗ Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳçи Вероника Тимофеева.
Çак уява Джогинра 10 çул ытла ирттереççӗ.
Сăнӳкерчӗксене Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн сайтӗнче илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев