Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпӗрти чăвашсем патне хăнана

Иркутск облаçӗнче туристсем валли «По следам переселенцев» çӗнӗ маршрут хута кайнă.

Этномаршрут Иркутск, Ангарск, Свирск хулисемпе Заларински районӗ урлă иртет. Эскурсие хутшăнакансене Çӗпӗрте пурăнакан бурятсем, чăвашсем, нимӗçсем (голендрсем) çинчен тӗплӗн каласа параççӗ.

«В гости к чувашам» сукмак маршрутпа çулçӳревçӗсен регионри чăвашсем патне те çитсе курма май пулнине Иркутск тăрăхӗнчи «Юлташ» ЧНКА пӗлтерет. Шăпах Заларински районӗнче вырнаçнă Танга ятлă ялта туристсене ял хутлăхӗн историйӗпе, чӑваш халăхӗн йӑли-йӗркипе, наци кухнипе паллаштараççӗ. Хăнасен чӑваш юррисене итлеме те, купӑс кӗввипе ташлама та май пулать.

«Вконтактери» «Чуваши-Иркутской Области» страницăран илнӗ сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России