Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ЧР Премьер-министрӗ Сергей Артамонов чăваш артисчӗсене Петӗр Хусанкайăн сăввипе пурне те хавхалантаракан юрă çыртарма сӗннӗ

Чăваш Республикин Премьер-министрӗ Сергей Артамонов çак кунсенче чăваш эстрада артисчӗсемпе Шупашкарти Раççейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче тӗл пулнă. Сергей Геннадьевич артистсене тӗрлӗ ăрури çынсене пӗрлештерекен, хавхалантаракан чуна тивмелле юрă çыртарма сӗннӗ.

Встреча Артамонова с артистами

«Вăл хамăрăн йăх-несӗлсемпе çыхăнтаракан юрă пултăр: çемьерен, ялтан, хуларан, хамăр мăн асатте-асаннесене асра тытнинчен çуралтăр. Пирӗн ку юрă валли калама çук лайăх сăвă пур – «Эпир пулнă, пур, пулатпăр». Ăна чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çырнă. Çак сăвă йӗркисенче шăпах пирӗнччен пурăннисене хисеплени, паян юнашар пурăнакансемпе пӗрле пулни, малашне килекенсене çирӗп шанни палăрать. Проекта пурнăçа кӗртме хамăр енчен пур енлӗн пулăшăпăр», – тенӗ Сергей Артамонов.

Встреча Артамонова с артистами

Проекта Августа Уляндина, Алексей Московский, «Глянец» ушкăн, Алексей Шадриков, Егор Матвеевский, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Элтияр Александров, Денис Павлов, Виталий Адюков, Ольгăпа Анна Пегановасем, Вячеслав Дик, «Вирьял» ансамбль, «Приданое» фолк-группа тата ытти артистсем хутшăнасси паллă.

«Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче çакнашкал проект чăннипех çынсене пӗрлештерекен центр пулса тăрӗ», – тенӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ.

Артистсем те хăйсен шухăшӗсене пӗлтернӗ. Тӗслӗхрен, «Глянец» ушкăнăн вокалистки Наталья Сахарова «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăмахсене, тăван кил, атте-анне, киле илсе çитерекен çул çинчен çырнă йӗркесене чăвашла та, вырăсла та юрлама сӗннӗ.

«Юрă çӗнӗлле янрани музыкăна наушникпе итлекенсемпе кӗске видео ӳкерекенсене те тыткăнлама пултарӗ. Ку юрра шкулсенче, студентсем хушшинче, картишсенче те юрлӗç», – хăйӗн шухăшне пӗлтернӗ Наталья.

Встреча Артамонова с артистами

Чăваш халăх артистки Августа Уляндина тӗпре халăх кӗвви пулмаллин пӗлтерӗшне палăртнă: «Кӗвве халăх кӗввипе çыхăнтармалла, ăна итлекен пӗрремӗш нотăсенченех палласа илтӗр, вăл тӳрех сасăпа килӗшӳ туптăр. Тăван чӗлхе янрамаллах: унра пирӗн астăвăм, ăшăлăх, аслисене хисеплесси».

«Пирӗн ентешсенчен нумайăшӗ хăй çуралса ӳснӗ тăрăхран аякра пурăнать. Вӗсемшӗн ку юрă тăван килпе çыхăнтараканни пулӗ. Хальхи вăхăтра çӗршыва хӳтӗлекенсемшӗн те тăван çӗр сассине илтни, çемье ăшшине туйни, ентешсен тӗревне туйни пысăк пӗлтерӗшлӗ», – тесе хăйӗн шухăшне пӗлтернӗ Алексей Московский.

Встреча Артамонова с артистами

Питӗ аван проект пуçарнă шупашкарсем. Хальхи пăтранчăк саманара çакăн пек халăха пӗрлештерекен, хамăр ăçтан тухнине, кам пулнине аса илтерекен, чун-чӗрере мăнаçлăх туйăмӗ çуратакан проектсем питӗ кирлӗ. Чăтăмсăррăн кӗтетпӗр хамăрăн Элкел районӗнчи Сиктӗрмере çуралса ӳснӗ мухтавлă ентешӗмӗрӗн, чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн сăввипе çырнă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» юрра.

 

Сăнӳкерчӗксем cap.ru сайтран.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура