Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуçланчĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуçланчĕ

Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуçласа 22-мӗшӗччен иртекен Пӗтӗм Раççейри çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуçланчĕ. Унӑн тӗллевӗ – ачасем хутшӑннипе çул çинчи инкексене тата аварисенче сиен кӳрессине чакарасси.

ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кăçал 8 уйӑхра Тутарстанра 16 çула çитмен ачасем хутшӑннипе 303 инкек пулнă, вӗсенче 9-шӗ вилнӗ тата 317-шӗ йывăр аманнă.

Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникӗсемпе вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем çул çинче ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерме тата çул-йӗр правилисене аса илтерме профилактика мероприятийӗсем тата информаципе пропаганда акцийӗсем ирттерӗç.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.


безопасные дороги

Нет комментариев