Çулсем çинчи лару-тăрăва талăкӗпех сăнаççӗ
Федераллă тата регион шайӗнчи çулсене хӗллехи вăхăтра республикăн 17 подрядлă организацийӗ пăхса тăрать, çулсем пăрлакланасран сапмалли ятарлă хатӗрсем çителӗклӗ, кун çинчен ТР транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Ранис Файзуллин пӗлтернӗ.
Чиновникăн сăмахӗ тăрăх, республикăри автомобиль çулӗсене юр хӳсе кайнипе чарса лартмалла мар пек, мӗншӗн тесен çул-йӗр техникин автопаркӗнче регион шайӗнчи çулсене хӗлле юртан тасатакан тата пăрлакланасран ятарлă хатӗр сапакан техникăсем 1125 единица тата тепӗр 345 единици тăварпа хăйăр сапаканни. «Хӗллехи вăхăтра регионти çулсене лайăх шайра тытмашкăн материалсене эпир çителӗклӗ туяннă. Вӗсенчен 724 пин тонни регион çулӗсем валли, 195 тонни федераллă трассăсемпе 190 пин тонни вырăнти çулсем валли», – тенӗ Ранис Файзуллин çӗнӗ çул умӗн ТР Министресен Кабинетӗнче иртнӗ ларура.
Çулсем çинчи лару-тăрăва метеостанцисем пулăшнипе пăхса тăраççӗ вӗсем. 44 çакнашкал комплекс федераллă трассăсем, 39-шӗ регион шайӗнчи çулсем çинче вырнаçнă.
«Волго-Вятскуправтодор» тата «Главтатдортранс» управленисен никӗсӗнче «Диспетчеризаци, мониторингпа управлени центрӗ» те ӗçлет. Вăл çул-йӗрсем çинчи лару-тăрăва онлайн мелӗпе талăкӗпех сăнаса тăрать. Апла-капла пулас-тăк, йӗрке хуралӗн, çăлавçăсен тата МЧСăн дежурнăй службисене оперативлă пӗлтерсе тăрать.
Çанталăк условийӗсене пула çулсем çинче транспорт юхăмӗ чарăнасран Тутарстанра министерствăсемпе ведомствăсен хушшинчи «Буран» оперативлă планне маларах хатӗрлесе хунă.
ТР транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министерствин оперативлă службин телефонӗ талăкӗпех ӗçлет. Çулсем тата транспорт комплексӗсем çинче мӗнле-тӗр лару-тăру сиксе тухсан (843) 291-91-91 телефонпа шăнкăравласа пӗлтермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев