Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулсем çине тепӗр 60 камера лартаççӗ

Çул-йӗр инкекӗсем, тӗпрен илсен, пысăк хăвăртлăха, хирӗç çул çине тухнипе тата руль умӗнче çывăрса кайнипе пулаççӗ. Водительсен тимлӗхне ӳстерес тӗллевпе кăçал республика çулӗсем çине 60 фото тата видеофиксаци камерине лартма хатӗрленеççӗ.

Патшалăх автоинспекторӗсем рейд хыççăн рейд ирттерсен те çул-йӗр правилисене пăсакансем нумай. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аварисен шучӗ чаксан та, вилекенсем йышланнă. Апрелӗн 19-мӗшӗ тӗлне çулсем çинче пулнă 698 аварире 85 çыннăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă, тепӗр 859-шӗ аманнă. Юлашки кунсенче çул-йӗр инкекӗсенче вилнисен шучӗ тăрук ӳснипе ТР ШӖМӗн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов апрелӗн 19-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулчӗ.

— Паян кăна-ха Пӗкӗлме районӗнче пулнă çул-йӗр инкекӗнче 3 çыннăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлчӗ. Умри транспортран пăрăнса иртес тесе хирӗç çул çине тухнă çăмăл машина хирӗç килекеннипе çапăннă. Ӗнер Ешӗлвар районӗнче те çак сăлтавпах икӗ çын вилчӗ. Хирӗç çул çине тухса пысăк хăвăртлăхпа пынă «Мерседес» çав вăхăтра сулахаялла пăрăнакан машинăна çапса хăварнă. ПАИ нарячӗсем шăпах водительсем хирӗç çул çине ан тухчăр тесе вăйлатнă режимпа ӗçлеççӗ халӗ, çакна пăхмасăр «Мерседес» машинăн водителӗ çул-йӗр патрулӗнчен 1 километр иртсенех хирӗç çул çине сиксе тухса авари тунă. Çак кунсенче Нурлат районӗнче водителӗн çакнашкал айăпӗпе пулнă аварире те 3 çын вырăнтах вилсе кайнă, тепри йывăр аманнă. Вырăна çитнӗ ПАИ сотрудникӗсем каланă тăрăх, инкеке лекнӗ водительсенчен пӗри хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнманнипех сывă юлайман. Ӗнер Сарман районӗнче те хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнман пӗр çамрăк водитель çул хӗрринчи çул-йӗр знакӗ çине тăрăннипе машини-мӗнӗпе ӳпле çаврăнса ӳксе вилнӗ. Çавăнпа мӗнпур водителе çул-йӗр правилисене пăхăнма ыйтатăп, — хурлăхлă статистикăран пуçларӗ вăл хăй сăмахне.
Çул-йӗр йăнăша каçарманнине çирӗплетсе республика гражданӗсен мӗнле-мӗнле йăнăшсем тумалла марри çине пусăм турӗ автоинспектор.

— Ывăннине туйрăр-тăк, мӗн чухлӗ вăхăт иртнине пăхмасăр, канса илӗр. Республикăн кашни гражданне чӗнсе калатăп, тăванăр çула тухать-тӗк унпа çыхăнура пулăр, руль умӗнче тӗлӗрсе ан кайтăр вăл. Кун пек чух çеккунт та хака ларать. Паян ирхине Сарман районӗнче пулнă инкекре те акă пирвайхи версипе водитель тӗлӗрсе кайнипе хирӗç çул çине тухнă. Унăн йăнăшне пула виçӗ çыннăн пурнăçӗ татăлчӗ, — терӗ.
 Çул-йӗр инкекӗсенче çынсем вилнин тепӗр сăлтавӗ вăл — ӳсӗр водитель. Çулталăк пуçланнăранпа кун пеккисен айăпӗпе республикăра пурӗ 27 авари пулнă, вӗсенче те 3 çын вилнӗ, 38-шӗ вара аманнă. Мартăн 16-мӗшӗнче Кукмор районӗнче «Лада» машинăн водителӗ ӳсӗррипех тиевлӗ машинăпа çапăнса вилнӗ. Çуркунне-çулла, çутçанталăкра шашлык тунă тапхăрта кун пек водительсен шучӗ çуллен йышланни вăрттăнлăх мар.
— Çулсем çинче пулмалла мар кун пек водительсен. Кунта вӗт административлă яваплăх пирки мар сăмах, хăйсем вилме е ыттисене вӗлерме пултарнинче, — ӳсӗрле руль умне ларакансене хирӗç республика çыннисемпе пӗрле кӗрешмеллине палăртрӗ спикер.

Çуран çӳрекенсемпе çыхăннă аварисем те сахал мар. Апрелӗн 19-мӗшӗ тӗлне республикăра вӗсем хутшăннипе пурӗ 221 авари пулнă, 17 çын вилнӗ, 208-шӗ аманнă. Çутта тавăракан хатӗрсем тум çинче пулни нумай чух пурнăçа сыхласа хăварни хитре сăмах мар. Тӗслӗхрен, март уйăхӗнче Чистай районӗнче тӗттӗм вăхăтра çул хӗррипе пыракан хуп-хура тӗслӗ тум тăхăннă çынна машина çапса хăварнă. Енчен те тумӗ çинче çутта тавăракан пӗр пӗчӗк япала пулнă пулсан та ăна водитель вăхăтра курса ӗлкӗретчӗ, анчах…

Пресс-конференци вăхăтӗнче уçă чӳречерен ятарласа тенӗ пек мотоцикл кӗрлесе иртсе кайнă сасă илтӗнсе кайрӗ. Кун хыççăн Рустем Гарипов тепӗр пысăк проблемăна хускатрӗ.
— Ашшӗ-амăшӗсем, тархасшăн, ачăрсене вӗлерекен теттесем туянса ан парăр, — терӗ мототранспорт ачасемшӗн мӗнле хăрушлăх кăларса тăратни çине пусăм туса. — Енчен те туянатăр-тăк, пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанӗ таранах мотоэкипировка илсе парăр тата çӳреме вӗреннин прави те пултăр. Мотоспорт инвентарӗ туянтăр-тăк, ачăр хупă площадкăсенче кăна ярăнтăр, çулсем çине ан тухтăр. Çуллахи сезон пуçланман та-ха Елабуга районӗнче пӗр мотоциклиста çухатрăмăр та, çул тăрăх пынă чух правилăсене пăхăнман вăл. Çакăн пек мотоциклистсене асăрхаттарас шутпа республикăра ПАИ мотобатальонӗ рейда тухрӗ, – терӗ вăл.

Юлашки кунра пулнă аварисенче тăрук çакăн чухлӗ çын вилнипех Патшалăх автоинспекцийӗн ертӳçи пресс-конференци пуçтарсах республикăри кашни водительпе çуран çӳрекене çул-йӗр правилисене пăхăнма чӗнсе каларӗ. Хамăр тимлӗ пулсан кăна çул-йӗрсем çинче инкексем пулмӗç. Сăмах май, çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерес тӗллевпех кăçал республика çулӗсем çине тата 60 камера лартма хатӗрленнине каларӗ вăл.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия