Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк кӗнекине суйлаççӗ

Чăваш наци библиотеки 2023 çулта тухнă кӗнекесен «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кӗнеки» фестиваль-конкурс пуçарнă.

Фестиваль-конкурс çуллен ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе иртет. Çапла майпа йӗркелӳçӗсем халăха кӗнеке тата вулав çине ытларах тимлӗх уйăрттарас шутлă. Наци библиотекин сайтӗнче пӗлтернӗ тăрăх, конкурсăн партнерӗсем ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗ, Чăваш кӗнеке издательстви тата Чăваш патшалăх гуманитари институчӗ. 

Конкурс çак номинацисемпе иртет:

Чи лайăх наука кӗнеки (гуманитари енӗпе),

Тăван ен çинчен чи лайăх кӗнеке,

Чи лайăх проза кӗнеки,

Чи лайăх сăвă кӗнеки,

Ачасемпе çамрăксен чи лайăх кӗнеки,

Чи лайăх илемлетнӗ кӗнеке,

Чи вуланакан кӗнеке.

Эксперт комиссийӗ чи лайăх кӗнекене халăх мӗнле вуланине, унăн кирлӗлӗхӗпе актуаллăхне, мӗнле усă панине, издательство стандарчӗсене пăхăннине, автор шухăшӗн хăйне евӗрлӗхне, илемпе полиграфи шайне пăхса хаклать. «Чи вуланакан кӗнеке» номинацин çӗнтерӳçине республика библиотекисем палăртаççӗ. 

Фестиваль-конкурс шайӗнче наци литературине сарас тӗллевпе библиотекăсенче авторсемпе тӗлпулусем, кӗнеке хăтлавӗсем, вулав акцийӗсем, конференцисемпе диспутсем тата ыттине иртеççӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс