Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 231 пушар тухнă

Шартлама сивӗре çынсем хутса ăшăтмалли хатӗрсемпе ытти чухнехинчен нумайрах усă курнипе электричество проводкисем (вӗсене вуншар çул улăштарман пулсан тата) нагрузкăна чăтаймаççӗ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа тухнă 231 пушарăн çуррине яхăнӗн сăлтавӗ электрооборудованисемпе, хутса ăшăтмалли кăмакасемпе усă курнă чух асăрханманни тесе пӗлтерет РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби.

Нумай пулмасть Хусан çумӗнчи Осиново поселокӗнче çак сăлтавпа çурт-йӗр хуралтисемпе пӗрле çунса кайнă. Пӳрт çумне хушса лартнă мунчаран тухнă иккен пушар, сăлтавӗ электричество пралукӗнчи замыкани. Пралуксене 25 çул улăштарман пулнă вӗсем. Çитменнине пушар хуралӗ гидранта сехете яхăн уçаймасăр вăхăта ирттернӗ.

Ешӗлварта вара телевизортан кайнă пушарта кил хуçи арăмӗ чутах вилмен, çывăрса кайнăскере кӳршисем вăратса ӗлкӗрнӗ. Вут япаласемпе чӳрече карри çине сиксе ӳкнӗ.

2025 çулта республикăра пурӗ 3800 пушар тухнă, çуррин сăлтавӗ шăпах электрооборудованипе тата хутса ăшăтмалли кăмакасемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия