Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк пуçланнăранпа шывра 50 çын вилнӗ

Тутарстанра шывра çулталăк пуçланнăранпа 61 инкеке пула 50 çын вилнӗ, çав шутра 4 ача. Кун пирки Раççей МЧС-ӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн ертӳçин çумӗ Юрий Венедиктов Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра пӗлтернӗ.

Шыв çинчи инкексен тӗп сăлтавӗ – юраман вырăнта шыва кӗни. 

«Кăçал юраман вырăнта шыва кӗнипе 27 çын вилнӗ, çав шутран икӗ ача. Икӗ çынна, вĕсенчен пӗр ачана, çăлса хăварнă», — пĕлтернĕ Тутарстанăн пӗчӗк виçеллӗ судносене тӗрӗслекен тӗп патшалăх инспекторӗ.

Шывра вилнин ытти сăлтавӗсем хушшинче — сывлăхпа япăх пулнипе шыва ӳкнисене тата ӳсӗр пулнисене те палăртса хăвармалла. Ку сăлтавсене пула 19 çын пурнăçран уйрăлнă (вĕсен шутĕнче икӗ ача). 

Кимӗ çинчен çапăннипе тата чăрмав çине кĕрсе кайнипе икĕ çын ӳксе вилнĕ. Снегоход е мотобуксировщик çӗмӗрӗлнипе пăр çине лекнӗ пилӗк çынна çăлса хăварнă. Пӗр çын пляжра шыва кӗнӗ чух вилнӗ. Пӗр пулăçă хăйĕнчен ишсе кайнă киммине хуса çитме хăтланса путса вилнӗ.

«Шыва кӗмелли сезон пуçланнăранпа шывра пулнă 41 инкеке пула 36 çын вилнӗ, çав шутра 2 ача. 22 çынна, вĕсенчен 6-шĕ ача, вилĕмрен çăлса хăварнă», — палăртнă Юрий Венедиктов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев