Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра диверсипе террористла ӗç тунă 7 ачана тытса чарнă

2025 çулта çул çитмен ачасем чугун çул инфраструктурине тата ытти объектсене вут чӗртнӗ тӗслӗхсем йышланнă, кăçал та палăрать ку. 2025-2026 çулсенче пӗтӗмпе 28 тӗслӗх пулнă. Сăмах май, чугун çул инфраструктурине сиенлетнӗ ӗçсенчен 50 процентӗнче çул çитменнисем айăплă.

Çăмăл укçапа илӗртсе террористсем çул çитмен пирӗн ачасене ытларах та ытларах явăçтарма тăрăшаççӗ. Вӗсен аллине йывăр пурнăçпа пурăнаканнисем кăна мар, ăнăçлă çемьерисемех лекеççӗ. Малтан укçалла пӗр-пӗр объекта сăн ӳкерсе яма сӗнеççӗ, каярах тата пысăкрах ӗçсем хушаççӗ, килӗшмесен хăратма тытăнаççӗ. Нумай чухне вӗсем сӗнекен укçа та кулăшла, темиçе пин тенкӗрен ытла мар. Анчах ачашăн ку та пысăк укçа. Чăн та вӗсем ăна та алла тытса курайманнине (мӗншӗн тесен вӗсене полици хăвăрт тупать) е шантарнă суммăран самай сахал тӳлессине чухламаççӗ те. Ача вăййи пек пуçланнă çак преступленишӗн РФ Уголовнăй Кодексӗн 205-мӗш статйипе (диверсипе террористла ӗçсемшӗн) 20 çула çитиччен тӗрмене хупассине, условнăй срок çуккине пӗлмеççӗ.

Апла пулсан та 2026 çул пуçламăшӗнче Тутарстанра çакнашкал преступлени тунă çул çитмен 7 ачана тытса чарнă. Кун çинчен паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР ШӖМӗн экстремизма хирӗç тăракан центрăн ертӳçи Роман Мухаметзянов пӗлтерчӗ.

Вăл каланă тăрăх, 2025 çулта çул çитмен ачасем чугун çул инфраструктурине тата ытти объектсене вут чӗртнӗ тӗслӗхсем йышланнă, кăçал та палăрать ку. 2025-2026 çулсенче пӗтӗмпе 28 тӗслӗх пулнă. Сăмах май, чугун çул инфраструктурине пăснă пӗтӗмӗшле ӗçсен 50 процентӗнче çул çитменнисем айăплă. 2025 çулта Лениногорскра çул çитмен виçӗ ача сотовăй çыхăну станцине вут чӗртнӗ, сентябрь уйăхӗнче Горький чугун çул çинчи трансформатора, декабрьте тăватă çынран (иккӗшӗ çул çитмен ача) Хусанта сотовăй çыхăну вышкине вут чӗртнӗ. Ку ӗçшӗн шантарнă 20 пин тенкӗрен 7 пин тенкӗ кăна ярса панă вӗсене. Диверсипе террористла ӗçсем ятарлă çар операцийӗ хыççăн йышланнă иккен. Туслă мар çӗршывсем çапла майпа обществăна пăлхатасшăн. Хăйсен хура ӗçне тума вара ачасене явăçтараççӗ. Спикер каланă тăрăх, аслисем профилактика енӗпе ӗçлесе пӗтерменнипе пулать ку. Айăпа шкулпа педагогсем çине кăна йăвантарни тӗрӗс мар, ачана ашшӗ-амăшӗн воспитани памалла. Ачипе мӗн пулса ирнине вăхăтра асăрхамалла.

Юлашки вăхăтра пирӗн атьсене «Колумбайн» террористсен юхăмне (Раççейре ăна 2022 çулхи февралӗн 2-мӗшӗнчен чарнă) явăçтарма тытăннă. Çак идеологие пăхăнакансем шкулсем çине тапăнаççӗ. Çапла майпа хăйсене кӳрентерекен ачасемпе учительсене вӗлерме хăтланаççӗ вӗсем. Юлашки виçӗ çулта çак юхăма парăннă çичӗ ачана тытса чарнă, вӗсем пурте хăйсен шкулӗсем çине тапăнма хатӗрленнӗ пулнă. Çакнашкал преступленисем тунăшăн ачасене пуçран шăлмаççӗ. РФ Уголовнăй кодексӗн 205.5 тата 105-мӗш статйисемпе 20 çул таран тӗрмене хупма пултараççӗ. Кун çинчен ашшӗ-амăшӗн те, ачасен те пӗлмеллех!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество