Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Чун вӗçевӗ. Полет души»

Нотăланă юрă пуххине Валентина Тарават кӗвӗленӗ хайлавсем кӗнӗ

Нотăланă юрă пуххине Валентина Тарават кӗвӗленӗ хайлавсем кӗнӗ

«Çепӗç юрă — чун уççи. Юрă — пурнăç илемӗ», — тенӗ ваттисем ӗлӗкех. Чăн та, савăк шӳт-такмак уява пуянлатать, хурлăхлă кӗвӗ-çемӗ тепӗр чухне куççуль кăларттарать, лăпланма пулăшать. Чăваш мӗн курать, çавăн çинчен шăрантарать тесе ахальтен шахвăртман пуль авалтан. Юратнă юррăн сăмахӗсене пӗлсен пушшех аван. Манса кайнă пулсан та темех мар, юрă пуххи аса илме пулăшатех.

Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче «Чун вӗçевӗ. Полет души» нотăланă юрă пуххи пичетленсе тухрӗ. Унăн авторӗ — Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева), Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗн пайташӗ (1995), Раççей Федерацийӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (1996), Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ (1996), Ульяновск облаçӗн хисеплӗ гражданинӗ (2007), «Браво, Маэстро!» преми лауреачӗ (2023). Çӗнӗ кăларăмăн музыка редакторӗ — Александр Васильев, издательство редакторӗ — Ольга Иванова, художникӗ — Дмитрий Литаврин. Тиражӗ — 800 экземпляр.


Нотăланă юрă пуххине Валентина Тарават кӗвӗленӗ хайлавсем кӗнӗ. Сăввисен авторӗсем — Валентина Тарават, Анатоли Ырьят, Николай Ларионов, Раиса Сарпи, Олег Прокопьев, Анатолий Чебанов, Галина Матвеева, Надежда Силпи, Любовь Мартьянова, Светлана Матлина. Ачасем валли çырнă произведенисем те пур. Умсăмахра Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Пӗтӗм Раççейри музыка обществин тава тивӗçлӗ деятелӗ Николай Эриванов композитор Валентина Николаевнăн юрă-кӗвӗ тӗнчинчи пултарулăхне тӗпчевçӗ куçӗпе хак панă. Кӗнекене ытти сумлă çынсен хаклавӗсем те кӗнӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.


В. Тараватăн харпăр 
архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература