Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çуралнă куна курав уçса паллă тăвать

Сентябрӗн 17-мӗшӗнче 16 сехетре ТР Патшалăх ӳнӗр искусствисен музейӗн хальхи вăхăтри искусствăсен галерейинче (Хусан, Карл Маркс урамӗ, 57-мӗш çурт) чăвашсен паллă ӳнерçин Виталий Петрович Петровăн ӗçӗсен куравӗ уçăлать. Праски Витти ятпа пӗлеççӗ ăна искусствăна юратакансем.

Чăваш халăх художникӗ, Раççейӗн тава тивӗçлӗ художникӗ, художник-монументалист, график, иллюстратор, вӗри эмальпе ӗçлекен ăста вăл. Праски Витти этномодернизм тӗнчинче паллă çынсенчен пӗри.

Куравра ӳнерçӗ хăйӗн çӗнӗ ӗçӗсемпе паллаштарӗ. 90 яхăн графика ӗçӗнче вăл чăвашсемсӗр пуçне иранпа перси, авалхи грексен, вырăссен, мордвасен, удмуртсен тата тутарсен паллă çыравçисен сăввисен йӗркисене ӳкерсе куракан умӗнче халăхăн тарăн философине уçса парать.

Каласа хăвармалла, курава уçнă кун, сентябрӗн 17-мӗшӗнче ӳнерçӗ 88 çул тултарать.

Уçăлнă кун курава тӳлевсӗр кӗртеççӗ.

ТР Патшалăх ӳнӗр искусствисен музейӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Искусство