Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çуркунне кая юлать

Май уйăхӗнче вăрмансене наркăмăш сапаççӗ-ха, анчах ку мера çителӗксӗррине кура вăрман хуçалăхӗсен специалисчӗсем район çыннисене пурçăн хурчӗпе кӗрешме çуркуннене кӗтмелле маррине пӗлтереççӗ. Йывăç-тӗмсем çине сапнă çăмартасене кӗркуннех алă вӗççӗн пуçтарса çунтармалла е вӗсемшӗн сиенлӗ краççынпа, мазутпа, тикӗтпе сӗрсе тухмалла.

Кама леш енчи районсенчи çулçăллă вăрмансене кăçалхи пек çини нихăш çул та пулман. Сăлтавӗ – пурçăн хурчӗ. Пирӗн пата вăл Пушкăртстан Республикинчен каçнă. Ахаль те хăвăрт ӗрчекен çак кăпшанкăшăн кăçалхи шăрăх çанталăк çав тери аван пулни каламасăрах паллă. Апла-тăк, çитес çул вăл тата çӗнӗ вăрмансене тапăнасса кӗтмелле. Çавăнпа вăрман хуçалăхӗсем вырăнти халăха пурçăн хурчӗпе кӗркуннех кӗрешме тытăнмаллине, унсăрăн çуркунне кая юлассине асăрхаттараççӗ. Вăрмансемпе пахчасене, парксене сиен кӳрекен çак лӗпӗш июль уйăхӗн иккӗмӗш çурринчен вӗçме тытăнать. Шăп çавăн чухне йывăçсем çине çăмарта сапса хăварать иккен. Çуркунне вара хурчӗсем тухса ешӗл çулçа çиме тытăнаççӗ. Темиçе кунрах йывăçа çап-çара хăвараççӗ вӗсем. Аксу, Нурлат, Спасс районӗсенче çакна хамăр та куртăмăр кăçал.  (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество