Чӑваш Ен Хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫин Наталья Николаеван паян ҫуралнӑ кун
Тутарстан чӑвашӗсем Наталья Николаевана ҫуралнӑ кунпа саламлаҫҫӗ.
Паян мартӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Ен Хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫин, ЧР Пуҫлӑхӗн мӑшӑрӗн Наталья Алексеевна Николаеван ҫуралнӑ кун.
Наталья Николаева Хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫи вырӑнӗнче республика аталанӑвге пысӑк тӳпе кӗртет. Союзӑн уйрӑмӗсем кашни отрасльте, предприятире, муниципаллӑ йӗркеленӳсенче уҫӑлнӑ. Хӗрарӑмсем тӗрлӗ социаллӑ проектсем, акцисем пуҫарса ватӑсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, СВО хутшӑннисене, вӗсен ҫемйисене пулӑшу параҫҫӗ.
Пысӑк проектсен шутӗнче "Я женщина" регионсен хушшинчи конкурс. Вӑл тӗрлӗ професси хӗрарӑмӗсене хӑйсене шанма, аталанма пулӑшать.
Вӗсен тӗслӗхлӗ ӗҫӗ Тутарстанри хӗрарӑмсене те Союз йӗркелеме хавхалантарнӑ. Паян организацисем хушшинче туслӑ хутшӑнусем йӗркеленнӗ. Наталья Николаева Тутарстанри Союз ирттерекен мероприятисене ялан хӑй хутшӑнаймасан та тимлӗхсӗр хӑвармасть. "Тутарстан Чӑваш пики", "Уяв пики" республика конкурсӗсен парне фондне йӗркелеме пулӑшать.
Тутарстанри чӑвашсем енчен эпир те Наталья Алексеевнӑна ырлӑх-сывлӑх, ӗсре ҫитӗнӳсем, ҫемьере юратупа тату пурнӑҫ сунатпӑр.
Сӑнӳкерчӗк Н.А.Николаеван Телеграмри каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев