Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш ялӗсенче кӗрхи уявсем пыраççӗ

«Кӗрхи сăра» та, кӗнеке хăтлавӗ те ирттертӗмӗр, çитес çулхи ӗçсене палăртрăмăр


 
Ноябрӗн 21-мӗшӗнче Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчи нумай ялсенче Михайла уявне палӑртаççӗ. Ӗлӗкхи йӑлана пӑхӑнса, выльӑх-чӗрлӗх, хур-кӑвакал пусса сӗтел çине çӗнӗ аш-какай лартаççӗ. Е тата сысна, хур ашӗ çиме тесе пӗр-пӗрне хӑнана чӗнеççӗ, тӑван-хурӑнташсемпе пӗрле пухӑнса савӑнаççӗ.
Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Хирти Кушкӑ ялӗнчи Культура çуртӗнче те Михайла уявне мала хурса «Кӗрхи сӑра» ирттерчӗç. Ку çулсенче вăл ЧНКА планне кӗртнӗ уяв шутланать. Ăна икӗ ял – Çӗнӗ Мертлӗпе Хирти Кушкӑ – пӗрле ирттереççӗ. Клуб ӗçченӗсемпе шкулта вӗрентекенсем, ял хутлӑхӗнче ӗçлекен хӗрсемпе каччӑсем тӑрӑшнипе уяв йӗркеллӗ иртет.
Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче вырӑнти çыравçӑн – Çӗнӗ Мертлӗре пурăнакан Михаил Васильевич Якушевӑн – кӗнекин хӑтлавӗ пулчӗ. Унта ял-йыш, шкул ачисем, вӗрентекенсем, тивӗçлӗ канури тӑван-юлташӗсемпе вырӑнти таврапӗлӳçӗсем, çыравçӑсем, ЧНКА пайташӗсемпе ертӳçи хутшăнчӗç. 
Михаил Васильевич – ЧНКА тата Таврапӗлӳçӗсен союзӗн пайташӗ. Хӑнара Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, пирӗн ентеш Анатолий Артемьевич Тимофеев пулчӗ.
Хăтлав хыççăн Пӑва районӗнчи ЧНКА 2025 çулта пурнăçланă ӗçсем пирки унăн ертӳçи Владимир Анатольевич Ильин каласа кӑтартрӗ. 2026  çулта тума палăртнă ӗçсен планӗпе вырăнти ЧНКА секретарӗ Анна Степановна Никонорова паллаштарчӗ. 
Уяв кăмăллă иртрӗ. Пурне те пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Пӗрле пурӑнар! Пӗрлӗхре – вӑй.
 
Анна НИКОНОРОВА, 
Пăва районӗнчи ЧНКА секретарӗ. 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: обряды и традиции