Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çветтуй врачăн хăвачӗ Хусанта

Октябрӗн 16-мӗшӗнче Симферопольти Свято-Троицк мăнастирӗнчен Лука Крымски хăвачӗсен пӗр пайне Хусана илсе килчӗç

 

Октябрӗн 16-мӗшӗнче Симферопольти Свято-Троицк мăнастирӗнчен Лука Крымски хăвачӗсен пӗр пайне Хусана илсе килчӗç. Хусанти Турă Амăшӗн арçынсен мăнастирӗнчи  кафедраллă собора (Большая Красная урамӗ, 5-мӗш çурт) вырнаçтарчӗç çветтуй хăвата.

Паян 16.30 сехетре мăнастирте çветтуйăн хăватне кӗтсе илнӗ хыççăн каçхи кӗлле тăчӗç.  Ăна Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл тытса пырӗ.

Çветтуй хăвачӗсене хунă арча Хусанти Турă Амăшӗн соборӗнче тăнă вăхăтра кашни кунах Лука Крымскин акафистне вуласа молебен ирттереççӗ. Хусанта пурăнакансем, инçетрен килнисем кашни кун 8.00 сехетрен 19.00 сехетчен çветтуй врач хăвачӗ умӗнче кӗлӗ вулама пултараççӗ.

Лука Крымскин çветтуй хăватне Хусана кӳрсе килме Мускав тата Пӗтӗм Руçăн Сăваплă патриархӗ Кирилл пилленӗ.   

Çветтуй хăватсем Хусанта октябрӗн 26-мӗшӗччен пулаççӗ.

Хусан митрополийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Религия