Çын укçипе тӳленӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çын укçипе тӳленӗ

Хусанта ӗç параканăн укçипе маркетплейсран япаласем туяннă хӗрарăм енӗпе çитес вăхăтра суд пулмалла. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пӗр маркетплейсăн заказа туянакана парса тăракан пунктра ӗçленӗ вăл.

Вăрлани паллă ан пултăр тесе çӗнӗ аккаунтпа виртуаллă абонент номерне уçнă та ӗç параканăн 38 пин тенкипе маркетплейсри таварсемшӗн тӳленӗ. Çын шучӗпе заказ туса тултарнă таварсем çав тери нумай килни видеокамера çине лекнӗ хыççăн кăна çакланнă вăл. Айă­пӗнчен тунмасть пулсан та укçана каялла тавăрса пама килӗшмест, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.


мошенники

Нет комментариев