Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинче 15 регион студотрячӗсем ӗçе пуçăннă

2025 çулта Раççей студентсен отрячӗсене 85 регионтан 400 пин студентпа шкул ачи хутшăннă. Вӗсем хăйсен пӗрремӗш ӗç опытне, тивӗçлӗ ӗç укçине илнӗ, çӗршыв аталанăвне тӳпе кӗртнӗ

 

 Тутарстанри «КАМАЗ» производство пӗрлешӗвӗнче (ПАО) Пӗтӗм Раççейри студентсен хӗллехи тапхӑрӗ старт илнӗ. Кӑçал Çырчалинчи автогигантра ӗçлеме çӗршыври 15 регионтан 225 студент хутшӑннă.

«Çамрӑксемпе ачасем»наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнăçлать.

«Студентсен отрячӗсене  промышленность площадкисене явӑçтарасси паян кадрсене çирӗплетмелли тӗп хатӗрсенчен пӗри пулса тӑрать.

Пӗлтӗр Тутарстанри производство отрячӗсенче 4639 çын ӗçленӗ. Вӗсенчен нумайăшӗ – 4009 çамрăк – оборонăпа промышленность комплексне кал-кал ӗçлеме тӳпе кӗртнӗ. Производство отрячӗсене ӗçе вырнаçтарассипе  «КАМАЗ» ПАО чăннипех çӗршывра лидер пулса тăрать. Яш-кӗрӗме проффессире ӳсме автогигагант питӗ лайăх условисем туса парать. Хальхи вăхăтри машиностроенин технологине алла илме май панисӗр пуçне наставничество системине те кирлӗ пек аталантарнă тата социаллă пулăшупа тивӗçтерессине те шута илнӗ.   

Ӗç паракан паян предприятире ӗçлекен студентсем вӗренсе диплом илсен инженер е специалист пулса таврăнасса шанаççӗ. «КАМАЗра çамрăк кадрсем хăйсен пуласлăхне, карьерăри ӳсӗмне кураççӗ», – тесе каласа панă журналистсене Раççей студентсен отрячӗсен Сӑнав канашӗн председателӗн çумӗ, ТР студентсенӗç отрячӗсен центрӗн директорӗ Василий Ислаев.

Январь, февраль уйăхӗсенче студентсен отрячӗсем «КАМАЗ» ПАО тăватă заводӗнче ӗçлӗç: автомобильсем кăлараканнинче, литейнăйӗнче,

пресс-рамăн тата двигательсен завочӗсем.

Çак проект тăваттăмӗш хут иртет, вăл çамрăксемшӗн чăн-чăн экономика секторӗн интеграци площадки пулса тăнă.  

Кăçалхи тапхăрăн слоганӗ «КАМАЗ – тума вăхăт» Слоган текущего этапа — «КАМАЗ — время создавать». Организаторы подчеркивают, Унта хутшăнакансем легендарлă машинăем тăваççӗ çеç мар, хăйсенчен чăн профессионала ăсталаççӗ.  Проектăн вӗрентӳ программинче лидерăн паха енӗсене аталантарма мастер-классем кӗртнӗ, проектсене ертсе пыма вӗрентеççӗ, пресс-слуăбăсен ӗçне хăнăхтарпаççӗ, кулинари те пур.

«Хамăрăн предприятире куллен пултаруллă, ӗçе юратакан çамрăксене йышăнасси пирӗншӗн пысăк чыс, Пӗтӗм Раççейри тăватă проекта хутшăннă 1045 çынран завод 357 студента йышăннă. Паян тата 50 çын хутшăнчӗ», – тесе палăртнă автомобиль завочӗн директорӗ Дмитрий Бородинов.

Предприятире студентсен отрячӗсен зонăсенчи штабне йӗркеленипе çамрăксене çулталăкӗпех ӗçе вырнаçтараççӗ: 2024 çулта «КАМАЗ» ПАО 1917 вӗренекене ӗçе илнӗ; 2025 году – 2967 студотрядовеца.

 

Сăнӳкерчӗк студентсен отрячӗсен пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев