Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллисем Г.Камал театрӗнче

2023 çулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнче Çырчалли мунициапаллă йӗркеленӗвӗн Культура кунӗ иртет. Машинăсем тăвакансен хули Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче хусансене хӗйӗнпе паллаштарать.

«Тутарстанăн культурăллă тӗп хули» конкурс малалла пырать. 2023 çулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнче Çырчалли мунициапаллă йӗркеленӗвӗн Культура кунӗ иртет. Машинăсем тăвакансен хули Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче хусансене хӗйӗнпе паллаштарать.

 Фойере каçхине 5 сехетре интерактивлă площадкăсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Нумай нациллӗ хулан апат-çимӗçӗ те, мастер-класӗсем те ыттисенчен уйрăлса тăраççӗ, çакна вырăнтакурса ӗнӗр.  Гульсабира Махмутовна Хакимовăн картинăсен галерейи хулари пултаруллă ӳнерçӗсен ӗçӗсен куравне йӗркеленӗ. Мастер-классем  ачасене çеç мар, аслисене те хутшăнса мӗн-тӗр çӗннине вӗренме интереслӗ пулӗ.

Историпе таврапӗлӳ музейӗ те çакăн пек интереслӗ мероприятирен айккинче юлман: «Çырчали – Тутарстан мухтавӗ» экспозици йӗркеленӗ. Вăл темиçе пайран тăрать: КамАЗ историйӗпе, хальхи вăхăтпа çыхăннă «КамАЗ хула»; «Нумай сăнлă Çырчалли» пайӗнче сăнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ, кунтах тутар тата вырăс халăх орнаменчӗсемпе илемлетнӗ этнозона. Сăмах май, Çырчаллинче чăвашсем те йышлă, шучӗпе виççӗмӗш вырăн йышăнаççӗ. Елена Кондюкова ертсе пыракан «Чӗкеç» халăх пултарулăх коллективӗ 30 çул ытла кураканпа. Чăвшсем çеç мар, ытти наци çыннисем те кăмăллаççӗ «Чӗкеç» юррисене.

«Çăлкуç» халăхсен Туслăхӗн çурчӗ хула историйӗпе çыхăннă документсемпе, сăнӳкерчӗксемпе паллашатарать. Хулари халăхсен пурнăçӗнчи самантсем, вӗсен ал ăстисем янтăланă япалисене илсе килнӗ Хусана. Кӗркунне туй вăхăчӗ – пушкăрт, чăваш, мари, армян, лезгин тата осетин халăхӗсен туй йăлисене кăтартӗç çырчаллисене курма пынисене.

Паллах, наци апачӗсен курав-дегустацийӗ те иртет.

18.00 сехетре Г.Камал театр сцени çине Çырчаллинчи пултарулăх коллектвӗсем, хулара çуралса ӳснӗ Тутарстанăн паллă артисчӗсем концерт кăтартаççӗ.

Йыхрав билечӗсене театр кассинче илме пулать.

Сăнӳкерчӗк «Сувар» архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество