Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЧЫС ТА МУХТАВ ÇӖРШЫВА ХӲТӖЛЕКЕНСЕНЕ!»

Ачасем, сиртен ӳкерчӗксем кӗтетпӗр!

Аслă Çӗнтерӳ кунӗ умӗн хаçатра çак темăпа ачасен хушшинче ӳкерчӗксен конкурсӗ ирттересси йăлана кӗчӗ тесен те юрать. Виçӗмçул та ирттертӗмӗр, пӗлтӗр те. Кăçал та ырă йăларан пăрăнас темерӗ редакци. Паянхи саманара çӗршыв хӳтӗлевçисене сума сăвас, вӗсемпе мăнаçланас, тӗрев парас, хавхалантарас кăмăл аслисен те, ача-пăчан та пысăк. Халӗ эпир 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа кӗрешнӗ, çӗршывăмăра фашистсенчен ирӗке кăларас тесе пурнăçне шеллемен асатте-кукаçейсемпе пӗрлех паян Украинăри ятарлă çар операцийӗнче нацистсемпе кӗрешекен тăванăмăрсемпе – аттесемпе, пиччесемпе, шăллăмăрсемпе, пӗлӗшсемпе – мăнаçланатпăр. Хамăрăн салтаксемпе офицерсем пурте çӗнтерӳпе киле таврăнасса чăтăмсăррăн кӗтетпӗр. Патриотлăх туйăмӗ пирте халӗ нихçанхинчен вăйлăрах. 

Çакна шута илсе хаçатра кăçал та ачасен хушшинче «Чыс та мухтав çӗршыва хӳтӗлекенсене!» ятлă ӳкерчӗксен конкурсӗ ирттерес терӗмӗр. Ӳкерчӗксене Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, тӗрлӗ хирӗçтăрусене хутшăннă, халь Украинăра пыракан ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене халалламалла.    

Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? Вăрçă темипе ӳкерчӗк тумалла та редакцие ярса памалла. Конкурса шкула кайман ачасенчен пуçласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсем таранччен хутшăнма пултараççӗ. Ӳкерчӗке графика, этюд, плакат, живопись, урăхла каласан хуть мӗнле мелпе те тума юрать. 

Ӳкерчӗксене е почта урлă çырупа 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа, е паха сăн ӳкерсе хаçатăн suvar@mail.ru электронлă адресӗпе, е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Ӳкерчӗкӗн авторӗн ячӗпе хушаматне, адресне, хăш ача садне е шкула çӳренине, миçе çултине, вӗрентекенӗ (воспитателӗ) кам пулнине палăртма манмалла мар. 

Конкурса янă ӗçсене 2023 çулхи майăн 9-мӗшӗччен йышăнатпăр, хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлетпӗр, социаллă сетьсенчи ушкăнсенче кăларатпăр. Конкурса июнь уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр.  

Ӳкерчӗксене ачасен çул ӳсӗмне кура тăватă категорие (4 – 6, 7 – 9, 10 – 13, 14 – 18 çултисем) пайласа çӗнтерӳçӗсене палăртăпăр, диплом тата асăнмалăх парне парса хавхалантарăпăр. 

Эппин, ӳкерчӗксем кӗтетпӗр сиртен, çамрăк вулаканăмăрсем! Ӳкерчӗксене халех ярса пама тăрăшăр, мӗншӗн тесен йышăну тапхăрӗ кӗске – майăн 9-мӗшӗччен кăна. 

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев