Депутатсем Габдулла Тукай сăввине вулаççӗ
Ыран мар тепӗр кун, апрелӗн 26-мӗшӗнче, тутар литературин классикӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 140 çул çитет.
Паллă поэтăн юбилейне халалланă мероприятисем çулталăк пуçланнăранпах пыраççӗ. Халӗ те, акă, юбилей кунӗ çывхарса пынă май, кашни кун Тукай ячӗпе вун-вун мероприяти иртет.
Апрелӗн 26-мӗшӗнче çавăн пекех Тутар чӗлхи кунне паллă тăваççӗ. Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗсем те айккинче юлман – вӗсем акцие хутшăнса Габдулла Тукайăн 1908 çулта çырнă «Бәйрәм бүген! – Сегодня праздник!» сăвва вуланă. Ку сăвăра поэт тăрăшса ӗçлени, вӗренни, малалла утни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни çинчен калать.
Тукайăн сăввине Марат Ахметов, Лилия Маврина, Камиль Гилманов, Рузиля Тимергалеева, Альбер Хабибуллин, Рима Мухамедшина, Алсу Набиева тата Ильшат Аминов вуланă. Сăвă каланине çак ссылкăпа пăхма пулать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев