Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Диаюмах чире йышăнма, унпа «туслашма» вӗрентет

Юлашки вунă çулта Раççейре çак ирпе аптракан ачаен шучӗ икӗ хут ӳснӗ

I типлă диабет çинчен калакан терапи юмахӗсен «Лисёна-сластена» (0+) аудиокӗнекин малтанхи виçӗ сыпӑкне ВКонтакте социаллӑ сетьри «Диабет в лицах» площадкӑра пичетленӗ. Юлнӑ 13 сыпӑка кашни эрнере пичетлеççӗ. Проекта эрне каялла Пӗтӗм тӗнчери диабетпа кӗрешмелли кун Хусанта йӗркеленӗ анлă Диа-фестра хăтланă. Фесивале икӗ пине яхăн çын хутшăннă.

Диа-юмахсен персонажӗсем телевиденипе кино тата дубляж актриси, «Универ» сериалӑн çӑлтӑрӗ Анна Хилькевич сассипе калаçаççӗ.  Проекта пурнăçлама ача-пӑча çыравçисем Евгения Русинова, Екатерина Земляничкина, Наталья Тютюнниковӑпа Ольга Вербицкая, ачасен психологӗсем Виктория Шиманская тата Анна Лучина, ачасен эндокринологӗ Юлдуз Зуфарова ӗçленӗ. Юмахсем чире йышӑнма, кулленхи процедурӑсене хӑнӑхма (сахӑр виçме, çӑкӑр единицисем шутлама, инсулин укол тума) пулӑшаççӗ, пурнӑçри чылай ыйту çине хурав параççӗ: спортпа мӗнле аппаланмалла, уявра, хӑнара мӗн çиме юрать, санӑн диабет пур, çывӑх çыннусен – çук, мӗнле тыткаламалла хăвăра çакăн пек чух.

Аудиокӗнеке тӗллевӗ – диабетпа чирлӗ ачасене чире хӑнӑхма пулӑшасси –хӑйсен çӗнӗ пурнӑç йӗркине йышӑнасси, пӑшӑрханӑва çӗнтересси тата юмах сăнарӗсен тӗслӗхӗсемпе тӗрлӗ лару-тăрура мӗнле хăйне мӗнле тыткаламаллине ăнлантарса парасси. Кӗнекен тӗп геройӗ I типлă диабетпа чирленӗ Алиса ятлă хӗрача. Ăна ашшӗ-амăшӗ юратса Лисёна тесе чӗнеççӗ. Хӗрачан Поджик ятлă юлташӗ юмах тăршшӗпех пӗрле. Вăл ăна йывăрлăхсенче пулăшать.    

«Лисёна-сластена» диаюмахсем — «Диабет в лицах» социаллӑ проектӑн пуçарӑвӗсенчен пӗри, ӑна 10 çул ытла «Герофарм»компани идлсе пырать. Паян ку кӗнеке çӗршыври мӗнпур эндокринологи стационарӗсенче пур. РФ Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 10 çулта Раççейре 1 типлӑ сахӑр диабечӗпе чирлекен ачасен шучӗ икӗ хут ӳснӗ. 2025 çулхи ноябрь пуçламăшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, çак вӑраха кайнӑ аутоиммунлă чирпе 65 пин ытла ача аптӑрать. Тухтӑрсен шухӑшӗпе, диагноз лартнӑ хыççӑн психологи адаптацийӗ тӗп ыйту пулса тӑрать.

Сăнÿкерчĕксем фестиваль пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье