Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Диспансеризаци иртмеллех

2024 çулта Тутарстан Республикин Сывлăх сыхлав министерстви 1,2 миллион çынна диспансеризаци ирттерме планлать. Çакăн пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин пӗлтерчӗ.

«Профилактика медицинине ытларах чухне пӗрремӗш звено – поликлиникăсем, участокри врачсем, ФАПсем – пурнăçлаççӗ. Пирӗн тӗп задача – пулма пултаракан шала каякан чирсене вăхăтра тупса палăртасси, вăхăтлă сиплев пуçласси. Хальхи диспансеризацин çакна тума пӗтӗм майӗ пур», – терӗ министр.  

Марсель Миннуллин каланă тăрăх, диспансеризацине хутшăнма планлакансенчен 60 проценчӗ ӗçлекен çынсем пулмалла, анчах та нумайăшӗ профтӗрӗслевсем урлă тухма васкамасть.

«Пирӗн «серая зона» текен ăнлав пур – унта поликлиникăна икшер çул пырса та курманнисене кӗртмелле. Çакă питӗ хăратать. Нумайăшӗ нимӗн те ыратманни çирӗп сывлăхлă пулнине пӗлтерет тесе шутлать. Анчах та ку тӗрӗс мар. Ытлаши ӳт хушнине, гипертони пуçланнине, онкологи чирӗсем пуррине врачсем кăна курса палăртма пултараççӗ», – палăртрӗ министр.

«Сывлăх сыхлавӗ» наци проекчӗпе ирттерекен диспансеризаци усал чирсене вăхăтра тупса палăртса сиплеме пулăшать, çавăнпа та ăна иртме кашнин вăхăт тупмаллах, тесе пӗтӗмлетрӗ М.Миннуллин.

 

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев