Диспансеризаци куç патологийӗсене тупса палӑртма пулăшать
Тутарстанра çуллен 400 пин çыннăн куç чирне тупаççӗ, вӗсенчен 150 пинӗ ача-пăчасен хушшинче. Офтальмолог патне уйрăмах çывăххăн курассипе (близорукость), инçӗше курассипе (дальнозоркость), глаукомăпа, катарактăпа аптракансем каяççӗ.
«Пӗлтӗрхи кӑтартусене илсен, 100 пин çынран 8127-ӗн куçпа çыхăннă улшăнусем пур. Ку кӑтарту çулран çул улшăнмасть», – пӗлтерчӗ «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире Е.В.Адамюк ячӗллӗ республикăн офтальмологи клиника больницин поликлиника енӗпе тӗп тухтăрăн çумӗ, Хусанти Сывлӑх сыхлавӗн управленийӗн штатра тӑман тӗп специалист-офтальмологӗ Елена Жиденко.
Спикер палăртнă тăрăх, врач-окулист патне кайнин пӗлтерӗшне ытларах та ытларах çын ӑнланать. Кашни çул 45 пин çын васкавлӑ офтальмологи пулӑшӑвӗн кабинетне килет. Ку цифра ӳсет, çав шутра çамрӑксем хушшинче те. Паллах, хăшӗсем шикленнипе çеç пулӑшу ыйтма килеççӗ. Чир йывӑрланасса кӗтменни, тухтӑр патне маларах кайни кун чухне усăллă пулнине пӗлтереççӗ офтальмологсем. Глаукома е сетчатка чирӗсем пек майӗпен аталанакан чирсене илес пулсан, вӗсене тӑтӑшах диспансеризаци е медицина тӗрӗслевӗ иртнӗ чухне тупса палӑртнине те калса хăварчӗ Елена Жиденко.
«Продолжительная и активная жизнь» наци проекчӗ çынсене тӗрлӗ чир-чӗртен мӗнле сыхланмаллине пӗлме, çынсене ытларах пурӑнма, сывлӑхлӑ пулма пулӑшать.
«Татар-инфом» ИА сăнӳкерӗчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев