Дистанциллӗ вӗрентӳ пурнӑҫа кӗрсе пырать
Çӗнӗ хыпарсем

Дистанциллӗ вӗрентӳ пурнӑҫа кӗрсе пырать

ЮИДовецсем наставникпа пӗрле Пӗтӗмраҫҫейри "Безопасное колесо" конкурса хатӗрленеҫҫӗ

Самоизоляци вӑхӑтӗнче ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсене дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ.
Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Патшалӑх автоинспекцийӗнчен пӗлтернӗ.
Отрядсен ертӳҫисем видеоҫыхӑнупа усӑ курса ҫулпа ҫӳрес йӗркесене, аварире суранланнисене пӗрремӗш пулӑшу кӳме вӗрентеҫҫӗ. Ачасем ҫулсем тӑрӑх велосипедпа тӗрӗс ҫӳреме те вӗренеҫҫӗ.

 


Нет комментариев