Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Дмитрий Никитин Китайра иртекен «Такла-Макан» раллие хутшăнать

Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда пуçласа халăхсен хушшинчи «Такла-Макан – 2026» раллие хутшăнать. Спортсменсем ӗнер Китая тухса та кайнă ӗнтӗ, тесе пӗлтерет асăннă спорт командин пресс-служби.

Ку ăмăртăва урăхла «Хӗвелтухăç Дакарӗ» тесе те калаççӗ. Вăл Азири чи масштаблă, вăйран яракан чупусенчен пӗри шутланать.

Тянь-Шань тăвӗсен çывăхӗнче иртекен экстремаллă çулçӳрев майăн 16-мӗшӗнче Урумчи хулинче пуçланать те июнӗн 3-мӗшӗнче Аксу хулинче вӗçленет.

Маршрут раллие хутшăнакансене Китайăн темиçе регионӗн илемӗпе паллашма май парӗ.

Спортсменсен 8 пин километр çулсăр-мӗнсӗр трассăпа ăмăртма тивӗ. Çав шутран 4200 километрӗ – пысăк хăвăртлăхпа иртмелли участоксем. Кăçал пуçласа ралли программине марафон кӗртнӗ – экипажсен вăрăм дистанцие механиксен пулăшăвӗсӗрех иртме тивет.

«КАМАЗ-мастер» команда Китайра иртекен çак раллие икӗ экипажпа хутшăнать:

Пилот – Богдан Каримов, штурман – Дмитрий Никитин, механик – Ильгиз Ахметзянов;
Пилот – Алмаз Ахмедов, штурман – Иван Мальков, механик – Антон Шибалов.

Ентешӗмӗрсене ăнăçу сунатпăр!

Сăнӳкерчӗк Д.Никитинăн харпăр архивӗнчен.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: автоспорт