Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элшелӗнче çӗнӗ ача сачӗ уçăлнă

Пăва районӗнчи Элшелӗнче чылай çул çӗнӗ ача садне тăвас ыйту çивӗч тăнă. Ачасен ашшӗ-амăшӗсем пӗрре мар çак ыйтăва татса пама ыйтнă. Республика пулăшăвӗпе августăн 22-мӗшӗнче Элшелӗнчи çӗнӗ ача сачӗ шăпăрлансем валли алăкӗсене уçнă.

Çӗнӗ воспитани учрежденине уçма Пăва районӗн пуçлăхӗ Ранис Камартдинов, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР вӗрентӳ министрӗн çумӗ Рамис Музипов тата ытти хисеплӗ хăнасем хутшăннă.

Ранис Камартдинов ача сачӗн заведующине Галина Емельяновăна заведени валли оргтехника туянмашкăн сертификат парнеленӗ. Çӗнӗ садик 25 ачана шăнăçтараять.

Пăва районӗнче кăçал пӗрремӗш класа 450 ача каять. Вӗсем пурте парнелӗх ранецсем, канцеляри хатӗрӗсем, тетрадьсем илӗç. Элшел ялӗнче часах шкула каякан ачасем те уявăн хисеплӗ хăнисенчен парнесем илнӗ. 

Пăва райадминистрацийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев