Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫе ҫӳремелли справки те ҫук, смс-кода та

Тутарстанра ҫынсем самоизоляци режимне пӑхӑннине пур ҫӗрте те тӗрӗслеҫҫӗ

 

 

Полицейскисем Хусанта самоизоляци режимне пӑсакансене тытса чарнӑ. Тутарстанра ҫынсем самоизоляци режимне пӑхӑннине пур ҫӗрте те тӗрӗслеҫҫӗ

Ҫак тӗрӗслевсене республика Президенчӗн Рустам Миннихановӑн хушӑвӗпе ирттереҫҫӗ.
Ӗнер Колхоз пасарӗн ҫывӑхӗнче, Московская урамӗнче полицейскийсем тӳрех икӗ нарушителя ярса тытнӑ. Пӗр ҫамрӑкӑн хӑй ҫумӗнче докуменчӗ те, тухса ҫӳремелли справки те пулман. Йӗрке хуралҫисем ун пирки административлӑ майпа йӗркене пӑснӑ тесе протокол ҫырнӑ. Халӗ ҫамрӑкӑн штраф тӳлемелле пулать.
Иккӗмӗш арҫын унӑн справки пур тесе ӗнентернӗ полицейскисене, вӑл ӑна килӗнче мантарса хӑварнӑ. Правона хӳтӗлекенсем ӑна килне илсе ҫитернӗ, унта арҫын кирлӗ докуменчӗсене кӑтартнӑ.
"Самоизоляци йӗркине пӗрремӗш хут пӑснӑшӑн эпир ытларах чухне гражданина явап тытасси пирки асӑрхаттаратпӑр кӑна. Ӑна смс-кода мӗнле илмелли ҫинчен ӑнлантарса паратпӑр. Ҫын тепӗр хут ҫаклансан – протокол ҫыратпӑр", – каласа панӑ журналистсене полицейскисем.
Йӗрке хуралҫисем шантарнӑ тӑрӑх, режим йӗркисене пӑхӑнассине малашне вӗсем хытӑрах тӗрӗслеме пуҫлӗҫ. Тата полицейскисем килсе тухнӑ лару-тӑрура дисциплинӑна пӑхӑнма ыйтнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев