Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ЕГЭ паракансем ултавçăсен аллине лекме пултараççӗ

Пӗрлехи патшалăх экзаменӗсем умӗн интернетра яланхи пекех ултавçăсем нумайланаççӗ. Вӗсем шкул пӗтерекенсемпе вӗсен ашшӗ-амăшне экзамен заданийӗсен хуравӗсене ярса паратпăр тесе шантараççӗ.

Роскачество пӗлтернӗ тăрăх, мошенниксем шкул ачисене улталама тӗрлӗ меслетсемпе усӑ кураççӗ.  Усал шухӑшлӑ çынсем укçа тӳлесен тӗрӗслевӗн кирлӗ варианчӗн  хуравӗсене яма пултарнине пӗлтереççӗ. Кун валли ултавçӑсене материал номерне çеç пӗлтермелле. Анчах экзамен умӗн «пулăшуçăсенчен» видеоинструкци килет, унта вӗсем  хуравсене ярассипе çыхăннă йывăрлăх сиксе тухнине пӗлтереççӗ,  экзамен заданийӗсене хатӗрлекенсенчен видеокурссем иртме сӗнеççӗ. Анчах курс иртме хушма тӳлев кирлӗ. Кун хыççӑн вӗсем е çухалаççӗ, е пӗлтӗрхи хуравсене ярса параççӗ.

Роскачество кунашкал схемӑсем вӗренӳ çулӗ вӗçленнӗ çӗре нумайланассине асӑрхаттарать. Ашшӗ-амӑшӗн ачасене ЕГЭ хуравӗсене саккунсӑр майпа илме май çуккине, экзамена хатӗрленме квалификациллӗ педагог çеç пулӑшнине ӑнлантарса памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ЕГЭ #ОсторожноМошенники