Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Егор Ярухина асăнса ăмăрту иртрӗ

Хӗлӗн юлашки кунӗнче, нарăс уйăхӗн 28-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче ӗç ветеранне, Чапаев ячӗллӗ колхоз ертӳçине Егор Пантелеймонович Ярухина асăнса йӗлтӗрпе чупассипе йăлана кӗнӗ ăмăрту иртрӗ.

Йӗлтӗр йӗрӗ çине тӗрлӗ регионтан: Тутарстанри Çӗпрел тата Пăва районӗсенчен, Чăваш Енри Шăмăршă округӗнчен, çавăн пекех кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаçӗнчи Чăнлă районӗнчен спортсменсемпе сывă пурнăç йӗркине юратакансем пуçтарăнчӗç. Ăмăртăва хутшăнакансене Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Упи ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Александр Ярухин тата Ульяновскри ветерансен организацийӗн представителӗ Владимир Ярухин саламларӗç. Вӗсем йӗлтӗрçӗсене  кăмăллă ăмăрту, ăнăçу тата çӗнтерӳ сунчӗç.

Тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем хăйсен категорийӗсенче дистанцие парăнтарас тесе старта тухрӗç. Йӗркелӳçӗсем çӗнтерӳçӗсемпе призерсене палăртнисӗр пуçне кубоксене, медальсене, Хисеп хучӗсене тата пылак парнесене лайăх кăтартупа финала тухнисене те пачӗç. Йӗлтӗрçӗсене  6-мӗш вырăн таранччен чысларӗç.

Хутшăнакансенчен чи кӗçӗнни Турхан Упи ялӗнче пурăнакан çиччӗри Александр Горбунов  пулчӗ, чи асли – Николай Чернов (71 çулта).

Ăмăртăва хутшăнма Ульяновск хулинчен килнӗ йăхташăмăр  –  Ни­колай Чернов (Кивӗ Упи) хă­йӗн шухăш-кăмăлӗпе паллаштарчӗ:

– Паян кунта тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗр­лӗ хатӗрленӳ шайӗнчи çынсем пухăннă. Чи кирли çӗнтерӳ мар-­çке – хутшăнни, пӗр-пӗринпе курса калаç­ни, команда, пӗрлӗх. Раççей халăхӗ­сен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче çакă уй­рăм пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать.

Чи пахи – ăмăртăва хутшăнакансене  йӗлтӗр йӗрӗ ырă кăмăл, хаваслăх парнелерӗ. 

– Кашни ăмăртăва хутшăнма тăрăшатпăр, тăван тăрăха иккӗмӗш хут килтӗмӗр. Тăрăшмасăр, хатӗрленмесӗр çитӗнӳсем пулмаççӗ, –  терӗ Карапай-Шăмăршă вăтам шкулӗнче физкультура вӗрентекен Наталия Тимошкина. 

Финиш хыççăн пурне те пылак çимӗçпе вӗри чей кӗтрӗ. 

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ. 

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт Дрожжановский район соревнования