Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Экомарафон 12 хулана çитет

«Ырă ӗçсен йӗрӗпе» экологи марафонӗ Тутарстанра июнь уйăхӗнчен пуçласа сентябрьчченех иртет. Кăçал та вăл 12 хулана (Элмет, Хусан, Чистай, Анат Кама, Çырчалли, Нурлат, Лениногорск, Пӗкӗлме, Павлă, Азнакай, Актюба хула евӗрлӗ поселок тата Самара облаçӗнчи Тольятти) пӗрлештерме шантарать.

Пӗрремӗш «симӗс» мероприяти Элметре иртнӗ. «Юность» ача-пăча лагерӗнче «Симӗс кун» йӗркелерӗмӗр, тесе пӗлтерет ТР Вăрман хуçалăх министерствин пресс-служби. Мероприятире мастер-классем, «Симӗс щит» проект хӳттипе тӗрлӗ вăйăсем иртнӗ. 

Çырчаллинче вара ачасем асфальт çинчи ӳкерчӗксен «Хăв планетуна упра» конкурса хастар хутшăннă. Нурлатра тавралăха тирпейленипе пӗрлех уяв йӗркеленӗ. Тепӗр мероприяти Лениногоск хулинче пулать, эстафетăна шăпах вăл илнӗ.
Сăнӳкерчӗк minleshoz.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество