Муниципаллă йӗркеленӗвӗн шучӗпе туянакан пылак парнене ача садне çӳрекенсене тата 1–8-мӗш классенче вӗренекен шкул ачисене парӗç.
Элмет хулипе районӗн ертӳçи Гюзель Хабутдинова районпа хулари 34 пин ачана Çӗнӗ çула парнесемпе савăнтарма йышăннине хапарлать вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗ. Муниципаллă йӗркеленӗвӗн шучӗпе туянакан пылак парнене ача сачӗсене çӳрекенсен мӗнпур ачана тата 1–8-мӗш классенче вӗренекен шкул ачисене парӗç кăçал. СВОна хутшăнакан салтаксен ачисене вара пылак парнесӗр пуçне маркетплейсра хăйсене мӗн кирлине туянма сертификатсем те парнелӗç. (Ою Бердникова сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев