Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элмет районӗнчи Учӳк: 18-мӗш хут

Июнӗн 29-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклă çумӗнчи сăртра ирех чăвашсем пухăнчӗç. Йăла тăрăх кӗллине те вуламалла, вăкăрне те пусмалла, пăттине те пӗçермелле. Çак ӗçе ӗнтӗ вырăнтисем темиçе çул тăтăш тӗплӗн пурнăçлаççӗ.

Тӗне кӗмен чăвашсем патӗнче хăнара çак кун хамăр республикăри Элмет, Лениногорск, Çарăмсан, Çӗнӗ Шуçăм, Чăваш Республикинчи Шупашкар районӗнчен фольклор ушкăнӗсем, Ульяновскри, Челябинскри, Хусанти, Шупашкарти делегацисем килсе çитнӗччӗ.

Учӳка пухăннисене Элмет районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Инна Лисина, Патраклă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Леонтьев, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев, Чăваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ Олег Цыпленков тата ытти хаклă хăнасем саламларӗç. Иванпа Ирина Шинжаевсем, Ольга Палан та пурччӗ уяра. Эстрада юрри фольклор юррипе черетленчӗ тесен те йăнăшмăпăр.

Кама леш енчи чăвашсен уçă фестивальне Инна Лисина тата унпа пӗр шухăшлă çынсем 2007 çулта пуçарса янă. Тӗрлӗ çулта хăнасен шучӗ тӗрлӗрен пулнă. Кăçал, вăйлă çил микрофонсемпе калаçма кансӗрлерӗ пулсан та, курма килекенсем сахалăн марччӗ, хуранта пӗçернӗ тутлă  пăтта астивсе пăхмасăр саланмарӗç çынсем. Вӗсен хушшинче эпир Патраклăра çуралса ӳснӗ Иван Айдуллина та куртăмăр. Раççей Ӗç Геройӗ тăван ялне канма килнӗ иккен. Тăван çӗрӗн шывӗ те тутлăрах, чейӗ те, пăтти те. Çакна вăхăт иртнӗçемӗн çивӗчрех те çивӗчрех туятăн.

Пултарулăх ушкăнӗсем хаваслă юрăсемпе савăнтарчӗç, çемье династийӗсем хăйсемпе паллаштарчӗç, авалхи ят илес текенсене те чару çук – шупашкарсем церемонин йăли-йӗркине кăтартрӗç.

Учӳкăн туслă лару-тăрăвӗ çынсене куçни сисӗнчӗ. Вӗсем артистсемпе пӗрле юрларӗç, ташларӗç, ывçи-ывçипе çырла пуçтарчӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев