Ҫемье телейне упрӑр
Рустам Минниханов тутарстансене Ҫемье кунӗпе саламланӑ
Ҫемьесем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, анчах та ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ пурин те пӗрешкел: пӗр-пӗрне юратмалла тата мӗн пур йывӑрлӑха пӗрле татса памалла.
Ҫакӑн ҫинчен хӑйӗн Инстаграм-страницинче Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑра пурӑнакансене
Ҫемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗпе саламласа ҫырнӑ.
"Ҫемье – кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнать. Иван Васильевичпа Анна Прохоровна пӗр-пӗрне юратса тата килӗштерсе 60 ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем икӗ хӗр ҫитӗнтернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе вӗсен ачисемшӗн савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫак мӑшӑрӑн пурнӑҫӗ Анат Камӑпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Иван Васильевич ҫӗнӗ хула тума тракторсем сӗтӗрекен ҫуналлӑ поездри пӗрремӗш строительсен отрядӗнче пулнӑ",– палӑртнӑ ТР Президенчӗ.
"Балтаси районӗнчи пилӗк ача ашшӗ-амӑшӗн Фирая Миллазиевнӑпа Булат Бакиевичӑн та телей рецепчӗ ҫавах: пӗр-пӗрне юратса мӗн пур йывӑрлӑха пӗрле татса пани.
Хусанти Хафизовсем – ҫамрӑк мӑшӑр-ха, ҫапах вӗсем те ҫемье никӗсне пӗр-пӗрне шаннипе пулӑшнине хураҫҫӗ", – хушса каланӑ Рустам Минниханов.
Салам сӑмахӗсене вӗҫлесе Тутарстан Президенчӗ чӑн-чӑн юрату ҫынсене телейлӗ туни ҫинчен каланӑ, вӑл мӑшӑрсене пӗр-пӗрне тата ҫемье телейне упрама суннӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев