Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ентешсене пулăшу кирлӗ!

Хусанта тренер пулса ӗçлекен пултаруллă спортсменăн, çăлавпа прикладной спорчӗпе темиçе хутчен Раççей чемпионӗн, Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче çуралса ӳснӗ Алексей Сунейкинăн çемйинче мартăн 21-мӗшӗнче пысăк инкек пулнă. Пӗтреç районӗнчи Гильдеево ялӗнчи икӗ хутлă харпăр çурчӗ (кунта вӗсем 2017 çулта пурăнма куçнă) тӗпӗ-йӗрӗпех çунса кайнă. Телее, хăйсем те, 9 тата 7 çулти ывăлӗсем те сывă.

 Алексейӗн мăшăрӗ Алена Сунейкина вырăнти хаçата пӗлтернӗ тăрăх, çемье çав кун килтен 14:15 сехетре тухса кайнă. Тепӗр сехетренех çурчӗ çунма тытăннă. Пирвайхи версипе, инкекӗн сăлтавӗ — электропралукри замыкани. Шел, çуртран нимӗн те кăларса ӗлкӗреймен. 

Хальхи вăхăтра Сунейкисене вăхăтлăха пурăнмашкăн Хусанта хваттере янă. Телее, Гильдеево ялӗнчи çуртне страхланă пулнă вӗсем, инкек хыççăн тепӗр кун страхлакан компание заявлени те панă.

 Хисеплӗ туссем, инкеке лекнӗ икӗ ачаллă çамрăк мăшăра хальхи вăхăтра пиртен пулăшу çав тери кирлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем нимӗнсӗр тăрса юлнă. Сунейкинсене пулăшас кăмăллисене 89375977697 телефон номерӗ çумне çирӗплетнӗ банк картти (Сбербанк, Алена Викторовна С.) çине укçа куçарма ыйтатпăр! 

(«Сувар» хаçат архивӗнчи сăнӳкерчӗкре Аленăпа Алексей Сунейкинсем. 2016 çул).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество