Эпир пӗрле
Педагог тата вӗрентекен çулталăкне пӗтӗмлетрӗмӗр
Раштав уйăхӗн 8-мӗшӗнче Анат Камăри И.Х.Садыков ячӗллӗ Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхӗн керменӗнче «Эпир пӗрле! Мы вместе! Без бергэ!» пултарулăх каçӗ иртрӗ.
Ку мероприяти Раççейри Педагог тата вӗрентекен çулталăкне пӗтӗмлетекен праçник пулчӗ. Уява килекенсем чăваш халăхӗн историйӗпе, йăли-йӗркипе паллашрӗç: 34-мӗш номерлӗ гимназире 7-мӗш класра вӗренекенсем тата хулари «Тамаша» халăх театрӗн артисчӗсем салтак ăсатнин, Çăварни уявӗн илемне сцена çинче питӗ интереслӗ кăтартса пачӗç. Çавăн пекех дефиле те иртрӗ: чăвашсен авалхи тата хальхи вăхăтри сцена тумӗпе шкул ачисем паллаштарчӗç.
Анат Камăри 75-мӗш ача садне çӳрекен ачасем те пуçласа сцена çине «Тух-ха, Ванюк» юрăпа тухрӗç, куракансене калама çук савăнтарчӗç. Ачасене хатӗрлекенӗсем: Лариса Ивановна Петрунина –воспитательница, Айгюль Виловна Шарифуллина – музыка ертӳçи, Светлана Сергеевна Костина – аслă воспитатель.
Сивӗ çанталăка пăхмасăрах куракансем залра йышлăн пуçтарăнчӗç. Çавăн пекех фойере куравпа ярмăркка та йӗркеленӗччӗ. Ярмăрккăра япаласем сутса пухнă укçана ыркăмăллăх ӗçӗсем валли ярӗç йӗркелӳçӗсем.
Людмила ИЛЬГУЗИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев