Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Эпир пулнă, пур, пулатпăр» юрă хатӗр

Чăваш эстрада артисчӗсем хутшăннă анлă музыка проекчӗпе ӗç вӗçленнӗ. Вӗсем «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ятлă юрă çырнă, унпа клип ӳкернӗ. Юрăпа ӳкернӗ видеона Чăваш Республикин Премьер-министрӗ Сергей Артамонов хăйӗн социаллă сетьри страницинче вырнаçтарнă.

Скриншот видео

Аса илтеретпӗр, Чăваш Республикин Премьер-министрӗ Сергей Артамонов нумаях пулмасть чăваш эстрада артисчӗсемпе Шупашкарти Раççейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче тӗл пулнă. Сергей Геннадьевич артистсене тӗрлӗ ăрури çынсене пӗрлештерекен, хавхалантаракан чуна тивмелле юрă çыртарма сӗннӗ. Проекта Чăваш Ен Правительстви ырланă.

Композици никӗсене Чăваш халăх поэчӗн Петр Хузанкайăн сăввинчи легендарлă йӗрке – «Эпир пулнă, пур, пулатпăр». Çак сăмахсем тахçанах халăх çирӗплӗхӗн, ăрусен çыхăнăвӗн тата çутă малашлăха ӗненнин символӗ пулса тăнă.

Сăвă авторӗ – Наталья Сахарова, кӗввине Андрей Коноплев çырнă. Клипа ӳкерме 15 ытла артистпа коллектив хутшăннă: «Глянец» тата «Приданое» ушкăнсем, Августа Уляндина, Егор Матвеевский, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Денис Павлов, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Ольга Пеганова, Pegana, Вячеслав Дик, «5 октав» студи тата «Вирьял» ансамбль.

«Питӗ вăйлă, чуна çӳçентерет... кашни сăмахӗ тата кашни ноти»,  – пӗлтернӗ хăйӗн шухăш-кăмăлне Сергей Геннадьевич.

ЧР Премьер-министрӗ Сергей Артамонов чăваш артисчӗсемпе  тӗл пулни çинчен эпир иртнӗ эрнере çырнăччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Хусанкай чувашская песня чувашские артисты клип Эпир пулнă пур пулатпăр Сергей Артамонов