Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ĕпхӳре халăхсен наци тумӗн уявӗ иртнӗ

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче, Пушкӑртстан Республикинчи Ĕпхӳре «Мега» суту-илӳ центрӗнче халăхсен наци тумне халалланă уяв иртнине пӗлтерет «Урал сасси» хаçат хăйӗн Телеграм-каналӗнче. Ăна ПР Культура министерствипе Халӑхсен Туслӑх Çурчӗ йĕркеленĕ. Уяв программине республикăри чăвашсем те хастар хутшӑннă.

«Канаш» регионти обществăлла организацин ертӳçин çумӗ Анатолий Ефремов хӑйӗн «Чӑваш тӗнчи» ятлӑ куравӗпе, «Нарспи» чӑваш халӑх фольклорпа этнографи ансамблӗ хăйӗн пултарулăхӗпе паллаштарнă.

Мероприяти вăхăтĕнче Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗ ятӗнчен ПР Халӑхсен туслӑх çуртне арçын наци тумне парнеленӗ.

Елена Степанова ертсе пыракан «Элем» ансамбль, Ӗпхӳри иккӗмӗш чӑваш вырсарни шкулӗн директорӗ Полина Демченко, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева та пулнă уявра. Пурте пӗрле наци картине тăрса юрă-кĕвĕ шăрантарнă.

Сăнӳкерчӗксен «Урал сасси» хаçатăн Телеграм-каналӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России общество